Пăхасси çуратассинчен йывăртарах

4 Утă, 2014

Ача ураланиччен сăпкара е амăшĕ çумĕнче мăшлатса çывăрни чи телейлĕ самант-тăр. Пепке «тяппа» туянсанах ашшĕ-амăшĕн канлĕх çухалать. Тĕнчене ăнкарса пыракан пурне те тишкерме хăтланать. Тепĕр чух шăпăрлана чарса е курса ĕлкĕрме те çук. Йĕри-таврари мĕн пур япалана сăнаканскер пур çĕре те капашать-çке.

Нумаях пулмасть Шупашкарта пĕчĕкçĕ хĕр ача вуннăмĕш хутран ÿкнĕ. Чÿрече ани çине хăпарса кайнăскер аллисемпе шăна-ÿпре кĕресрен карăнтарнă сетка çине тĕрĕннĕ те... Ашшĕ-амăшĕ килтех пулнă, çывăрас умĕн пÿлĕме уçăлтармашкăн кантăксене уçса кухньăна кайса ларнă, çулталăк çурăри тата виçĕ çулти хĕр ачисене вара темшĕн унтах хăварнă.

Юлашки вăхăтра Шупашкарта, Канашра, Çĕнĕ Шупашкарта кунашкал темиçе инкек те пулнă. Чылайăшĕ халĕ пластик чÿрече лартать. Илĕртÿллĕ вĕсем. Ачасемшĕн те. Хăлăпне кăшт пăрнипех яр уçăлаççĕ. Эпир ÿснĕ вăхăтри йывăç хашаклă чÿрече мар ĕнтĕ. Вăрăм туна кĕресрен лартнă сетка вара ачасемшĕн шанчăклă тĕрев пек курăнать. Кантăкран ÿксе чĕрĕ юлнисем пирки кипкепе çуралнă тетпĕр. Çапах та тухтăрсем çÿллĕ çĕртен ÿкнĕ ачана тем пек лайăх сиплесен те текех вăл нихăçан та малтанхи пек пулас çуккине асăрхаттараççĕ. Ал-ура хуçăлнине, пуç мими чĕтреннине, шалти органсем сиенленнине тата ытти тем тепĕре сиплĕç-ха, анчах тĕппипех сывалса çитме тепĕр чух пурнăç тăршшĕ те çитмĕ теççĕ. Статистика кăтартăвĕсем чуна çÿçентереççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа чÿречерен, сарай е гараж тăрринчен ÿкнĕ 14 тĕслĕхе шута илнĕ, 9 ача вилнĕ.

Медиксем тата хăрушăрах цифрăсем илсе параççĕ. 2014 çул пуçланнăранпа 62 ача пурнăçĕ татăлнă. Çав шутран çурри çулталăка та çитмен. Ку çеç те мар-ха, кашни иккĕмĕшĕ çитĕннисем асăрхаса çитерейменнипе вăхăтсăр куçне хупнă. Урăхла каласан, вĕсен нимĕнле патологи те пулман, ырă-сывă ачасемех ашшĕ-амăшĕнчен яланлăхах уйрăлнă. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин пай пуçлăхĕ Нина Емельянова ачасем ытларах чухне килте инкек курнине палăртать. «Йывăр суранланса, наркăмăшланса çулсеренех больницăсене 30 пин таран ача лекет. Танлаштарăр: республикăра мĕн пурĕ те 240 пин ытларах ача пурăнать. Шыв вырăнне асăрхамасăр бензин е уксус çăтнисем те пулаççĕ. Темшĕн-çке çитĕннисем усал шĕвеке ачасен куçĕ тĕлне лекмелле лартаççĕ».

Çу уйăхĕсем чи телейлĕ вăхăт пулнипе пĕрлех чи яваплă тапхăр та. Инкексен шучĕ шăпах ырă та ăшă çу кунĕсенче ÿсет. Ашшĕ-амăшĕ çумра пулнă çĕртех ачи путса вилнинчен хăрушши мĕн пур-ши? Кунашкал тĕслĕх пĕрре çеç мар. Иртнĕ уйăхра кăна Çĕмĕрле тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче икĕ ача путнă, шыв хĕрринчех ларнă чи çывăх тăванĕсен куçĕ çав вăхăтра таçта пулнă ĕнтĕ.

Ачасен кун-çулĕ пушарта та татăлать. Кăçал кăна вут-çулăма пула çут тĕнчепе пилĕк ача сывпуллашнă. Инкек-синкекшĕн пур чухне те тенĕ пекех çитĕннисем айăплă. Çăмăлттайлăх, асăрхаса çитерейменни, нимех те пулмĕ-ха тени чылай чухне ĕмĕрлĕх суран хăварать. Ача-пăча çитĕнтернĕ чух вут-хĕм çинчи пекех тенĕ чăваш. Çак каларăша асран ярас марччĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.