ОТЧЕТА ХАКЛАÇÇĔ

7 Ака, 2017

Валерий ФИЛИМОНОВ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ:

— Республикăн инвестици илĕртÿлĕхĕ ÿссе пыни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пăхăр-ха, промышленноç производствин кăтартăвĕсем мĕнешкел ÿсĕмлĕ! Агропромышленноç секторĕ те ăнăçлă ĕçлет. Халăха ĕçпе тивĕçтерессин кăтартăвĕсем япăхланманни те питĕ лайăх.

Михаил Васильевич тунă отчетра çитменлĕхсем пирки асăрхаттарнисем те пулчĕç. Республика Пуçлăхĕ вĕсене татса памалли çул-йĕрсене тĕплĕ палăртрĕ. Чи кирли — çак Правительство /унăн ĕçĕ çинчен тунă отчета хамăрăн йышăнупа çирĕплетрĕмĕр/ малашне те республика аталанăвĕшĕн çине тăрса ĕçлес шанăç çирĕппи.

Сергей АРТАМОНОВ, ЧР вице-премьерĕ — ял хуçалăх министрĕ:

— Тĕллевсем уçăмлă — цифрăсене илемлетсе кăтартни çук. Отчета сÿтсе явнă май коммунистсем çĕр улми сахалрах лартнăшăн кăмăлсăрланчĕç. Паян хуçалăхсем хăйсем татса параççĕ: çĕр улми ытлашши тĕк, техника культурисем — рапс, йĕтĕн, соя, куккурус — çитмеççĕ тĕк — тупăшлăраххисене хăйсем суйласа илеççĕ.

Коммунистсем патшалăх АПКна пулăшнăшăн кăмăлсăрланнине ăнланма йывăр. Выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерес енĕпе ÿсĕм 14%, ÿсен-тăран çитĕнтерес тĕлĕшпе — 23%. Патшалăх пулăшман тăк çак ăнăçу пулмастчĕ. Юлашки виçĕ çулта ял хуçалăхĕнчи ĕç укçи 24% ÿснĕ.

Альбина ЕГОРОВА, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ — Бюджет, финанс тата налуксем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ:

— Михаил Игнатьев пĕтĕм тытăмрах палăртнине пурнăçланине çирĕплетрĕ. Тунă ырă ĕçсем ентешĕмĕрсен пурнăçне лайăхлатма пулăшаççĕ. Чăваш Республикинчи промышленноç производстви палăрмаллах ÿсрĕ: унчченхи çулпа танлаштарсан — 107,6%. Ку кăтартупа эпир федерацин Атăлçи округĕнче мала тухма пултартăмăр. Ял хуçалăхĕ те иртнĕ çула ÿсĕмлĕ кăтартусемпе вĕçлерĕ. Çаксем йăлтах республика бюджетне пуянлатма пулăшаççĕ. Сывлăх сыхлавĕнчи сумлă ĕçсем республикăра пурăнакансен ĕмĕрне вăрăмлатма май пачĕ, пурнăç пахалăхне лайăхлатма пулăшрĕ.

Елена САПАРКИНА, ЧР Ача прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ:

— Питĕ анлă та тулли доклад. Республика Пуçлăхĕ ачаллă çемьесен социаллă хÿтлĕхĕ тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулчĕ. Республика влаçĕсем вĕсен пурнăçне лайăхлатас тĕллевлĕ политика тытса пынине кура нумай çемье иккĕмĕш, виççĕмĕш, ун хыççăнхи ачисене çуратать.

Михаил Васильевич республикăра халăх шучĕ ÿсессипе çыхăннă туртăма упраса хăварма пултарнине çирĕплетрĕ. Чăваш Енре виçĕ çултан аслăрах мĕн пур ача садике çÿрет. Пĕлтĕр тăватă ача сачĕ тума пуçланă, 2020 çулччен 11 садик тумалла е реконструкцилемелле. 2025 çул тĕлне 33 шкул тума тата реконструкцилеме палăртнă.

Вячеслав АЛЕКСАНДРОВ, ЧР Обязательнăй медстраховани территори фончĕн директорĕ:

— Инвестици илĕртÿлĕхĕ — экономика аталанăвĕн никĕсĕ. Çавна май Чăваш Ен Раççей шайĕнчи программăсене ăнăçлă хутшăнни питĕ лайăх. Çакă çивĕч нумай ыйтăва татса пама пулăшать. Чи малтанах — социаллă сферăра.

Сывлăх сыхлавне илес тĕк — пĕлтĕр пысăк проектсене пурнăçлама май килчĕ. Онкологи диспансерĕн çĕнĕ хирурги корпусне хута янă, çакă операцисен шутне ÿстерме кăна мар, пысăк технологиллĕ медпулăшăва анлăлатма та май пачĕ.

Граждансене юхăннă кивĕ çуртсенчен куçармалли проект пурнăçа кĕрет. Кăçал республика ăна вĕçлет — пин-пин çыннăн пурăнмалли условийĕсем лайăхланаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.