- Чăвашла верси
- Русская версия
Осман çĕрĕнче
Чăваш калем ăстисем Турцире иртнĕ Тĕрĕк журналисчĕсен пухăвне хутшăннă
Пурнăçра та - кинори пек
- Нигяр... - паллаштарчĕ хăйĕнпе хуп-хура куç харшиллĕ чиперкке. "Домашний" телеканалпа Осман йăхĕ çинчен каласа кăтартакан "Великолепный век" сериала кăмăлласах пăхман тăк чăваш хăлхишĕн ют çак ят асăмра та юлас çукчĕ-ха. Ăна хăнăхса-вĕренсе çитиччен темиçе хут та ăшра калама тиветчĕ-тĕр. Хальхинче вара тÿрех сериалри Нигяр калфа аса килчĕ те Азербайджан пикипе йăл кулсах алă тытрăмăр. Хĕр Турци тĕп хулинче Анкарара экономиста вĕренет-мĕн, кăçал алла диплом илесшĕн. Ĕмĕчĕ пурнăçлансан Италие çул тытасшăн. Унăн тантăшĕ Сабина вара - Туркменистанран. Вăл та Анкарара вĕренет, француз чĕлхине шĕкĕлчет. Унăн ĕмĕчĕ Франципе çыхăнни каламасăрах паллă. Чăн та, диплом иличчен Сабинăн тата тепĕр çул вĕренмелле-ха. Пикесене пирĕн çума, туркăлла калаçма пĕлмен чăвашсем çумне, çирĕплетрĕç. Çавăнпа вĕсемпе çывăхрах паллашас кăмăл çуралчĕ. Тĕрĕк чĕлхисем пĕр-пĕринпе çывăх янăраççĕ. Çавăнпа та турккăлла, тутарла е азербайджанла пĕлсен пĕр-пĕрне çăмăллăнах тĕшмĕртме пулать. Çак ретрен чăваш чĕлхи, тĕрĕк çемйинчен тухнă пулин те, аякра тăрать. Чăн та, çамкана пĕркелентерсен уни-куни перкелешме те, кăшт-кашт ăнланма та пулать - тымарсем çапах та пĕр-çке. Анчах та эпир ĕçлĕ çул çÿреве тухнă та перкелешни кăна çырлахтармасть пире - çак кунсенче Турцири Эскишехир хулинче Тĕрĕк тĕнчин журналисчĕсен пухăвĕ иртрĕ. Унта "Чăваш хĕрарăмĕн" журналисчĕ тата "Сăвар" телеканал ертÿçи Олег Цыпленков хутшăнтăмăр. Нигяр Гусейновăпа Сабина Султанова вара пирĕн çумран хăпмасăр йăлтах куçарса пычĕç. Тăван çĕр-шывĕсенче вырăс шкулĕсенче вĕреннĕскерсем темиçе чĕлхепе шăкăлтаттарса калаçаççĕ. Çапах та мĕншĕн хăйсем патĕнче мар, çуралнă кĕтесрен, ашшĕ-амăшĕнчен, çывăх çыннисенчен пин-пин çухрăм инçетре пĕлÿ туптама тĕв тунă-ха вĕсем? "Студентсенчен сĕтев ытла та нумай ыйтаççĕ пирĕн патра", - çакăн сăлтавне пĕр пытармасăр уçăмлатрĕç хĕрсем.
"Çул çÿрев" тесе паллă турăм та рубрика ятне, инçе çырса кайиччен çапах та çавăнтанах пуçлас-тăр...
Машинисем хăтлăрах, хĕрĕсем кăмăллăрах... теççĕ
Сывлăша "Аэрофлот" самолечĕпе хăпартăмăр. "Шел, Турци авиалинийĕн машинисем те хăтлăрах, стюардессисем те кăмăллăрах", - палăртрĕç тÿрех тăтăш çул çÿрекенсем. Маншăн пулсан çула чĕррĕн тухса каялла та тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитесси пĕлтерĕшлĕрех. 2,5 сехет кăна вĕçетпĕр пулсан та вĕри апатпа сăйларĕç те, çăвар туллин чăмланă май пуçра та çав шухăш кăна пулчĕ - ваттисем ыррăн çаврăнса çитме пулăшчăр кăна... 104 çухрăм çÿллĕшĕнче сехетре 800 çухрăм вĕçет хурçă машина. Харьков юлать аяла, Днепропетровск... Мĕн пулса иртет унта - мăнтарăн Украина çĕрĕнче? Эпир каялла çаврăнса çитиччен Крым шăпи те уçăмланать /халăхăн 90 проценчĕ Раççейпе пĕрлешессишĕн сасăланине эпир Турцире пĕлтĕмĕр/.
Аэропортра пире Бельгире пурăнакан турккăсем валли уйрăм харпăрлăхра тухса тăракан хаçат хуçи кĕтсе илчĕ /вăл та шăпах тăван çĕр-шывĕнче иртекен симпозиума хутшăнма çула тухнă/. Уйрăм çын аллинче пулсан та хаçат кăларас тĕлĕшпе тăкаксене саплаштарма укçа-тенкĕ енчен патшалăх та пулăшать-мĕн. Европăра чикĕсем хăйне евĕрлĕ иккенне кура хаçат Бельгипе юнашар вырнаçнă çĕр-шывсенче тĕпленнĕ турккăсен хушшинче те пурĕ 10000 тиражпа сарăлать. Тÿрех палăртса хăварас килет, Европăра хаçат кăларас ĕç питĕ кăткăс иккенне Бельги журналисчĕ кăна мар, Аслă Британире кăларăм йĕркеленисем те çирĕплетрĕç каярах.
"Ватă хула"
Пирĕн çул Турци варринче Стамбултан - 350, Анкараран - 250, Кютахйăран 90 çухрăмра Порсук юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă Эскишехир еннелле тăсăлать. "Ватă хула" тенине пĕлтерет ку. Анчах та ятне кура мар хăватлăн аталанса пыраканскер хальхи йышшисенчен нимĕнпе те кая юлмасть. Хулара 1973 çулта уçăлнă Анадолу университечĕн 12 факультетĕнче, Википедие ĕненес тĕк, 880000 яхăн студент ăс пухать. Анадолу университечĕ студентсен йышĕпе Турцире - пĕрремĕш, тĕнчере тăваттăмĕш вырăн йышăнать. Сăмах май, Эскишехир XIV ĕмĕрте Осман патшалăхĕн тĕп хули пулнă.
Автобусра - сăпкари пек
Çулсем çатма пек тикĕс пулнăран автобус сăпкари пек сиктерсе пынă май çула тухиччен Интернетра вуласа пĕлни аса килчĕ - çапах та мĕнле вырăна çитсе тухасси кăсăклă-çке. Стамбул хули Мускавран 5 хут пысăкрах. 20 миллион çын пурăнать унта. Автобус чупать-чупать, васкать-васкать, хуларан ниепле те тухса пĕтейместпĕр - вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Акă - Босфор. Стамбула икĕ пая уйăрать вăл: пĕр пайĕ Европа, тепри - Ази. Чăн та, шухăш-кăмăлра ниепле те палăрмасть ку. Кĕçех уй варринче унта та кунта уйрăм çуртсем курăнма пуçларĕç - апла Стамбул тинех вĕçленчĕ. Çакă кăна кăсăклă - мĕн çисе, мĕн ĕçсе пурăнаççĕ кунта çынсем? Уй варринчи çуртсемпе юнашар нимĕнле производство та курăнмасть...
Камăн мĕн шухăш?..
Шухăша арçын сасси татрĕ. Ак тамаша - автобусра, самолетри пек, стюарт çÿрет: çимелли-ĕçмелли сĕнет. Кун пеккине курма тÿр килменччĕ. Кашни ларкăч хыçĕнче - пĕчĕк телевизор. "Пирĕн патра пулсан ку автобус Патăрьелне е Шăмăрша çитиччен йăлт тăпăлтарса кăларса пĕтереççĕ-ха ĕнтĕ", - мĕлтлетрĕ пуçра шухăш. Çапла çул тăршшĕпе сăйланса пынă май вулаканăма каламалли тепĕр шухăш çуралчĕ пуçра. Ара, ĕçсен-ĕçсен турат вĕçне шыв килет вĕт. Хайхи пушатмăшсем вара /чăваш чĕлхеçисем "туалет" сăмаха çапла куçарма сĕнеççĕ/ йăлт - тÿлевлĕ. Çитменнине, турккă укçине кăна йышăнаççĕ. Ăçтан тупас-ха ăна, укçа çул çинче йăваланса выртмасть вĕт. Ахаль вара çапса пăрахсан та кĕртмеççĕ... Доллар тăсатăп - йышăнмаççĕ. "Шăлавар тăхăнни тивĕçтермест-ши кусене е хĕрлĕ çÿçĕм вĕчĕрхентерет-ши?" - çулташăм çапах та доллар тÿлесе кĕрсе пушатса тухнине кура явăнать пуçра шухăш. Анчах та хăйсен хĕрарăмĕсен хушшинче те çÿçне саратнисем, шăлавар тăхăннисем тăтăшах тĕл пулаççĕ. Çав хушăрах паранджине куçĕ кăшт кăна курăнмалла çыхса лартнă, хăп-хура тумтирлĕ хĕр-хĕрарăм та утать. Çук, Анăç стандарчĕпе аталансан та Тухăç хăйĕн ытамĕнчен вĕçертесшĕн мар курăнать Турцие. Мана вара çине тăрсах урăх ыйту, пушатмăшпа çыхăнни, кăсăклантарать. Çук, темĕнле тăрăшсан та унăн хуравне тупаймарăм. Юрать, пĕр хĕрарăм ман нушана ăнланчĕ курăнать, хăйĕн кĕсйинчен 1 лира тÿлесе кĕртсе ячĕ /18 тенке яхăн/. Унсăрăн таçта çитсе намăс курасси те нумай мар, ара, çул çинче 6 сехет иртрĕ вĕт. Вĕçĕмсĕр ĕçтереççĕ-çитереççĕ тата хăйсем. Вăт, вĕсен тараватлăхĕпе савăнса пыр... Çакна та каласа хăварасах килет. Автобус билечĕн хакне çапла апат-çимĕç кăна мар, малаллахи çул та кĕрет. Калăпăр, автобус пысăк хула автовокзалне илсе çитерет, сирĕн вара тата малалла каймалла. Ума пĕчĕкреххи çитсе чарăнать - хула тăрăх илсе каять, кирлĕ çĕре çитерет. Чи кирли, çакă йăлтах - пысăк автобус, апат-çимĕç, микроавтобус - билет хакне кĕрет, нимшĕн те хушса тÿлемелле мар. Каллех ĕнсене кăтăрт-кăтăрт хыçмалли кăна юлать: çĕр-шывра бензин, çунтармалли-сĕрмелли япаласен хакĕ пысăк, çул укçи вара пĕчĕк. Мĕнле майпа çука юлмаççĕ вĕсем?
Ăшшăн ăсатрĕç те...
Тараватлăх енчен ÿпкелес килмест турккăсене - йăлт хăйсен шутĕнчен пăхрĕç. Ытла та лăпкă вĕсем, çакă кăна. Ыран мĕн пулассине пĕлет-и хăна е çук-и - кун пирки пуçĕсене ыраттармаççĕ вĕсем. Хăна хăй кускалатăр. Пире хăна çурчĕн хăтлă пÿлĕмне ăшшăн ăсатрĕç те ыранхи кун пирки паянах шухăшламалли пуçра та пулман. Тепĕр кун вара ирех... хырăм чăрлатнипе вăрантăмăр. Ресепшн вырăсла мар, акăлчанла та ăнланмасть, турккăлла вара эпĕ калаçмастăп. Хырăм вара выçать. Юрать, кĕсье пушах мар, хулана тухса çийĕпĕр. Çулташăм, Турцие кайкаласах çÿрекенскер, хăйне евĕр кĕлентĕрпе хăналама шантарать. Ăна çисен шалта чăкăртатма нумайлăха чарăнать-мĕн. Урамра халăх нумай мар - тăхăр сехетре кăна вăранать иккен хула. Ах, анчах, пĕр лавкка та, кафе те уçă мар. Пирĕн телее, кĕтесре пĕр арçын шăпах хайхи кĕлентĕре сутса тăрать. Мĕн тăвас тетĕн - вăл та лира кăна йышăнать! Темĕн пек сĕнсен те доллар илме килĕшмерĕ хайхи. Банк еннелле тĕллесе кăтартрĕ. Вăл вара тăххăрта кăна уçăлать. Сехет йĕппи çакăн пек вăраххăн шунине халĕччен асăрхаман... Чун пек кĕтнĕ алăк уçăлсанах унта васкарăмăр. Кăлăхах. Кунта улăштармаççĕ... Аптранипе каллĕ-маллĕ утатпăр. Тепĕр банкра малтан шанăç кÿчĕç-ха, анчах эпир вырăнтисем мар иккенне пĕлсен каллех каçару кăна ыйтрĕç. Ним тума пĕлменнипе каллех старик патне пырса доллар тăсатпăр. Мĕн тетĕр? Икĕ кĕлентĕре хутпа чĕркесе тыттарчĕ пире хайхи. Хăй енне тăснă доллара вара айккинелле кăна сирчĕ. Çапла вырăнти хĕрарăмпа арçын пулăшнипе намăс курасран та, выçса вилесрен те çăлăнса юлтăмăр...
Тĕнчери мĕн пур тĕрĕк журналисчĕсене мĕн хумхантарни пирки вара çитес номерте тĕплĕнрех çырса кăтартăпăр.
.
Олег ЦЫПЛЕНКОВ
сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас