ОРГАНИЗМА ТАСАТАТЬ, ЧИРТЕН ХӲТĔЛЕТ

Сухан хуппине пăрахмалла мар, лайăх типĕтсе кĕленче савăта хумалла, тĕттĕм вырăнта упрамалла. Вăл — питĕ сиплĕ, организма тасатма, чылай чиртен хÿтĕленме, иммунитета çирĕплетме пулăшать.

  • Атеросклероз чухне 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ сухан хуппине 100 миллилитр шурă эрехе ямалла, 1 эрнерен сăрăхтармалла. Настойкăна кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах 1 апат кашăкĕ тасатман /нерафинированное/ хĕвелçаврăнăш çăвне 20 тумлам ярса ĕçмелле. Курс — 14 кун, 10 кун тăхтанă хыççăн тепĕр сиплев курсĕ ирттермелле.
  • Аллерги сунасĕ е шăннипе пуçланнă сунас аптратсан вĕрекен шыва 4 апат кашăкĕ вĕтетнĕ сухан хуппи ямалла. Шывран çĕкленекен пăспа 3-5 минут сывламалла.
  • Типĕ ÿслĕк аптратсан 2 апат кашăкĕ хуппа 2 стакан шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 15 минут вĕретмелле, сивĕнсен сăрăхтармалла. Шĕвеке кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах чĕрĕкшер стакан ăшăлла ĕçмелле.
  • Аменорея /уйăх хушши çукки/ чухне 2-3 апат кашăкĕ вĕтетнĕ сухан хуппине 1 литр шыва ямалла, вăйсăр çулăм çинче 15 минут вĕретмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Кунне 2 хут — ирхине тата каçхине — апатчен 30-40 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле.
  • Венăсем варикозла сарăлсан 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ хуппа 100 миллилитр шурă эрехе ямалла, 1 эрнерен сăрăхтармалла. Кунне 2-3 хут апатчен 30 минут маларах 20-шер тумлам ĕçмелле. Курс — 10 кун.

Е 2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ сухан хуппине тин вĕренĕ 400 миллилитр шыва ямалла, 6 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апатчен 30 минут маларах чĕрĕкшер стакан ĕçмелле. Курс — 7-10 кун. Пĕр эрне тăхтанă хыççăн тепĕр курс ирттерме юрать.

  • Геморройран сипленме 4 апат кашăкĕ сухан хуппине 2 литр сĕте ямалла, вăйсăр çулăм çинче 10 минут вĕретмелле. Сивĕнсен сăрăхтармалла. Çак шĕвеке янă савăтра 10 минут лармалла.
  • Шăк хăмпи шыçсан /цистит/ 2 апат кашăкĕ сухан хуппине тин вĕренĕ 400 миллилитр шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Çивĕч цистит чухне кунне 2 хут чĕрĕкшер стакан 3-5 кун ĕçмелле. Вăрах цистит чухне — кунне 3-4 хут 2-шер апат кашăкĕ 10 кун.
  • Чĕрне кăмпинчен хăтăлма 8 апат кашăкĕ сухан хуппине çур литр шурă эрехе ямалла. 10 кунран сăрăхтармалла. Сиенленнĕ чĕрнесене настойкăна кунне 2-3 хут сĕрмелле.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.