Опытлă педагогсен йышĕнче çĕнтернĕ

1 Авăн, 2016

«Шупашкарти çулталăк вĕрентекенĕ — 2016» конкурс çĕнтерÿçи, тĕп хулари 37-мĕш шкулăн преподавателĕ, организаторĕ Александр Степанов Çамрăксен патшалăх премине хăйсен ирĕкĕпе тăвакан ĕç-хĕл енĕпе «Ырă тăвакан корпораци» волонтер организацийĕ» проекта пурнăçланăшăн тивĕçнĕ. 25 çулти педагогпа вĕренÿ çулĕ пуçланиччен тĕл пулса калаçма май килчĕ.

Александр Шупашкарта çуралса ÿснĕ. Тĕп хулари 36-мĕш шкултан вĕренсе тухсан учитель пулма тĕллев тытнă яш И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУна çул тытнă. Алла диплом илсен Шупашкарти 37-мĕш шкула ĕçе вырнаçнă. Халĕ вăл ачасене пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕн предметне иккĕмĕш çул вĕрентет. Аманнă çынна пĕрремĕш пулăшу мĕнле памалла? Инкек сиксе тухсан мĕн тумалла? Çакă тата ытти ыйтусене ачасем çамрăк педагогпа пĕрле тишкереççĕ. Александр Юрьевич кашни занятие кăсăклă, шăпăрлансене ăнланмалла ирттерме тăрăшать. Çавăн пекех вăл «Спорт туризмĕ» кружока тата «Орлята — 37» çарпа патриотлăх клубне ертсе пырать. Пуçламăш класс ачисене стройпа утма вĕрентет, çар пурнăçĕпе паллаштарать. «Спорт туризмĕ» секцине çÿрекенскерсем тĕрлĕ конкурсра палăрма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.