ООН çумĕнчи представитель тивĕçне Пётр Ильичёва шаннă
Раççейĕн Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ çумĕнчи яланхи представителĕн тивĕçне пурнăçлама Пётр Ильичёва шаннă. Пётр Ильичёв 1966 çулта çуралнă. "Парламентская газета" хыпарланă тăрăх, 2013 çулхи раштав уйăхĕнче вăл чрезвычайлă тата тулли праваллă 2-мĕш класлă посланник ята тивĕçнĕ.
Аса илтеретпĕр, Раççейĕн Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ çумĕнчи яланхи представителĕн должноçне 2006 çултанпа йышăннă Виталий Чуркин нарăсăн 20-мĕшĕнче Нью-Йоркра вилнĕ. Дипломант пулса вăл 1974 çултанпа тăрăшнă. Виталий Чуркина паян Мускавра пытармалла. Вилнĕ хыççăн ăна çĕршыв Президенчĕ Паттăрлăх орденĕпе наградăланă. 64-ри дипломантăн вилĕм сăлтавне çывăх вăхăтра пĕлтермелле.
Комментари хушас