Олимпиадăра - икĕ ентеш

Нарăсăн 9-25-мĕшĕсенче Кăнтăр Корейăри Пхенчхан хулинче XXIII хĕллехи Олимп вăййисем иртĕç. Раççейри Олимп комитечĕ унта хутшăнакан 169 спортсмена палăртнă. Çак йыша Чăваш Енри икĕ пике — Татьяна Акимова биатлонисткăпа Лана Прусакова фристайлçă — кĕнĕ.

Ку Олимпиада Татьянăпа Ланăшăн — пĕрремĕш. Шел, вĕсен Раççей ялавĕпе хутшăнма ирĕк çук. Палăртмалла: пирĕн республикăри харăсах икĕ спортсмен хĕллехи Олимп вăййисене хутшăнни пулман. 2014 çулта Сочире иртнĕ Олимпиадăра Елена Муратова могулистка çĕршывăн пĕрлештернĕ командин йышĕнче ăмăртнăччĕ-ха. Çав тапхăрччен Чăваш Ен спортсменĕсем хĕллехи Олимп вăййисене 42 çул хутшăнман.

 

Ирина КОШКИНА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.