Олег Николаев Халăх фрончĕн регионти уйрăмĕн хастарĕсемпе тĕл пулчĕ

6 Нарăс, 2020

Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн /ПРХФ/ регионти уйрăмĕн хастарĕсемпе тĕл пулчĕ.

ПРХФ — общество юхăмĕ, ăна 2011 çулхи çу уйăхĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Вăл çĕршыври хастар та пуçаруллă çынсене пĕрлештерет. Халăх фрончĕ çĕршыв Президенчĕн указĕсемпе хушăвĕсем вырăнсенче епле пурнăçланнине, тĕрлĕ шайри бюджет укçипе тĕллевлĕ усă курнипе усă курманнине, çынсен прависене тивĕçлĕ шайра хÿтĕлеççĕ-и е хÿтĕлемеççĕ, тата ыттине те йăлтах тĕрĕслесе тăрать. Унăн республикăри уйрăмне 2013 çулхи çурла уйăхĕнче йĕркеленĕ. ПРХФ Чăваш Енри ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Николай Косыев ертсе пынипе Елена Доманова, Николай Казаков, Илья Васильев çумпредседательсем тата регионти штаб пайташĕсем Игорь Дорофеевпа Владислав Солдатов хăйсем вăй хуракан сферăра çитменлĕхсемпе епле кĕрешни çинчен каласа кăтартрĕç.

Хастарсем автомобиль çулĕсен строительствипе юсавлăхĕн пахалăх шайне, «Хула хутлăхĕн хăтлăхне йĕркелесси» приоритетлă проекта епле пурнăçланине, ача сачĕсем тăвас, çавăн пекех санкцилемен çÿп-çап куписене тупса тирпейлес ĕçсем епле пынине тата ыттине те палăртас енĕпе тăрăшаççĕ, вырăна кайса тĕрĕслеççĕ.

Олег Николаев пурне те тимлĕ итлерĕ, çитменлĕхсене вырăнтан пĕлтерекен кашни çыннăн шухăшĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.

www.hypar.ru

Валентин ГРИГОРЬЕВ.

Комментари хушас