Общество транспорчĕпе çÿренĕшĕн

24 Утă, 2014

Чăваш Енре пурăнакансем кăçал пĕрремĕш çур çулта общество транспорчĕпе çÿренĕшĕн универсал электрон карттăпа /УЭК/ усă курса 17974 хут тÿленĕ. Вăтамран уйăхра çул çÿренĕшĕн УЭКпа 3 пин ытла хут тÿлеççĕ. Карттăпа çак тĕллевпе кăрлач уйăхĕнче чи сахалли усă курнă - 2333 хут, чи нумаййи - пуш уйăхĕнче /3460 хут/. Çакнашкал кăтартусемпе паллаштарать "Пĕрлехи транспорт картти" ООО.

Паянхи кун пассажирсем Çĕнĕ Шупашкарти маршрут таксийĕсене /11, 12, 14, 15, 20, 20к /-лисене/, Шупашкарти 30, 33, 42, 44, 46 /-лĕ тата хула çумĕнчи 626, 265.1, 511э, 112, 555, 536 /-лĕ "маршруткăсене" ларса кайнăшăн транспорт карттипе е УЭКпа тÿлеме пултараççĕ. Унсăр пуçне УЭКпа Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар троллейбусĕсенче тата "Чăвашавтотрансăн" пассажир транспортĕнче усă курма пулать.

Çул çÿренĕшĕн тÿлес тесен карттăна ятарлă терминал çине çеç хумалла. Çав хатĕр чек парать, унта çул çÿрев хакне, вăхăта тата датăна, маршрут номерне, харпăр счетра мĕн чухлĕ укçа юлнине кăтартнă. Общество транспортĕнче электрон мелпе тÿлекенсем пĕр тенкĕ сахалрах тăкакланаççĕ, хула çумĕнчи транспортра - кашни километршăн 30 пус йÿнĕрех.

Аса илтеретпĕр: Чăваш Енре, Раççейри пекех, УЭК илесси пирки çырнă заявленисене 2013 çулхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче йышăнма пуçланă. Карттă кирли е кирлĕ марри пирки çырнă заявление 12 пунктра пама юрать. Вĕсем Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче тата Муркашпа Шупашкар районĕсенче вырнаçнă.

Универсал электрон карттăсем Чăваш Ене федераци хушăмĕсемпе /идентификаци, банк, СНИЛС, ОМС/ килеççĕ. 2013 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен карттă çине регион хушăмне - транспорт - çыртараççĕ. Çыннăн кăмăлĕ пур тăк УЭКа вăл электрон мелпе алă пуснине те кĕртеççĕ, унпа документсене алă пусма тата Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕнче пулăшу ĕçĕсене электрон мелпе илме пулать /карт-ридер урлă/.

Утă уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енре пурăнакан 16,5 пин çын УЭК илесси пирки заявлени çырнă, 9,1 пинĕ унпа усă курать ĕнтĕ.

 

И.НИКОЛАЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.