Няня ĕçне килĕштернĕ

7 Авăн, 2017

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Шкул ачисем каникулта лайăх канчĕç пуль тетпĕр. Муркаш салинче пурăнакан Настя Митрофанова вара пĕртте ĕçсĕр лармарĕ.

Вăл вун ултă çулта, вун пĕрмĕш класа каять. Пике пĕр уйăх «Путене» садикре няньăра вăй хучĕ. Икĕ-виçĕ çулти ачасен ушкăнне шанса панă ăна. Настя кашни кунах 8-17 сехетчен ĕçленĕ. Ачасене çитермелле, вĕсем хыççăн пуçтармалла, сĕтел, урай шăлмалла, çумалла. Няня ĕçĕ — питĕ хăйне евĕр. Пĕчĕк ачасем çинĕ чухне пĕртте асăрхануллă мар, вĕсем сĕтел çине апата тĕпретме, ĕçмеллине вара тăкма пултараççĕ. Кайран унăн воспитательпе пĕрле ачасене урама уçăлма кăлармалла. Ачасем урамра вылянă чухне няня пÿлĕмре тирпейлет, сĕтелсене пуçтарать. Кĕçех кăнтăрлахи апат вăхăчĕ те çитет. Каллех ĕçме-çиме валеçмелле, савăт-сапа çумалла… «Ачасем çывăрнă хушăра эпĕ те канса ĕлкĕреттĕм. Йăпăртлăха киле те кайса килеттĕм. Хăш-пĕр чухне ĕçрех кĕнеке вулаттăм. Вăхăт ним сисмесĕр иртсе каять», — аса илчĕ Настя. Ачасем вăрансан — «кахал апачĕн» вăхăчĕ. Шăпăрлансене çитерсен каллех урама çавăтса тухмалла. Вĕсем хыççăн пÿлĕмре тир¬пейлемелли пайтах: краватьсене майламалла, урай çумалла… Çапла кун та иртсе каять.

Ывăнсан та çак ĕçе питĕ килĕштернĕ хĕр. Чи пĕлтерĕшли вара — ачасем ун патне туртăнни, кăмăллани. Ирсерен пĕчĕккисем ăна «Настя!» тесе савăнса хирĕç чупнă, ăшшăн кĕтсе илнĕ. «Ыталанма питĕ юратаççĕ ачасем», — тет Настя. Ку унăн пĕрремĕш официаллă ĕçĕ. Вăл каланă тăрăх, унта вырнаçиччен документпа нумай чупма тивнĕ. Чи малтан медицина кĕнеки кирлĕ. Уншăн больницăра пĕр кун çÿренĕ. Кайран банка кайса шалу куçармашкăн карточка тутарнă. «Хама пысăк ĕçре тăрăшнă пек туйрăм. Ун хыççăн килĕшĕве алă пустарчĕç. Ку мана питĕ пăлхантарчĕ», — хăйĕн туйăмĕсене каласа пачĕ Настя. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.