НТРК ертÿçи паллă
Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн /НТРК/ директорĕн должноçне йышăнас текенсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта Александр Магарин, республикăри наци библиотекин "Кĕнеке палати" уйрăмĕн пуçлăхĕ, çĕнтернĕ.
Александр Николаевич тепĕр çичĕ кандидатран ытларах балл пухнă. Ку енĕпе ăна Чăваш Ен НТРК ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Юлия Стройкова кăшт çеç çитеймен. Çакăн пирки ЧР Информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерствинче йĕркеленĕ брифингра каласа кăтартрĕç. Аса илтеретпĕр: ку конкурса хальхипе иккĕмĕш хут йĕркеленĕ. Малтанхинче кандидатсенчен пĕри те çителĕклĕ балл пухайманран çĕнтерÿçе палăртман. Ку процедура май килнĕ таран уçăрах пултăр тесе конкурс комиссийĕн йышне пысăклатнă, 13 çынна çитернĕ. Асăннă министерство представителĕсемсĕр пуçне унта ЧР пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ Светлана Иванова, ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика тата наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Игорь Кушев тата ирĕклĕ 5 эксперт пулнă.
Брифингра Валентина Андреева министр, Игорь Кушев тата ирĕклĕ экспертсем - ведомство çумĕнчи Общество канашĕн членĕ Наталья Володина, РФ Президенчĕ çумĕнчи халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин Раççей академийĕн Шупашкарти филиалĕн кафедра заведующийĕ Нина Семедова-Полупан, Пĕтĕм Раççейри "Халăх фрончĕ "Раççейшĕн" общество юхăмĕн Чăваш Енри уйрăмĕн çум председателĕ Николай Казаков конкурса хутшăннă çынсем пирки хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç. Вĕсем директор должноçне йышăнас текенсемпе ирттернĕ калаçу пилĕк сехете тăсăлнине палăртрĕç, çĕнтерÿçе суйласа илме çăмăлах пулманнине пытармарĕç. Александр Магарин, вăхăтĕнче "Чăваш Ен" ПТРК ертÿçин çумĕнче ĕçленĕскер, асăннă конкурса иккĕмĕш хут хутшăннă, ку хутĕнче çĕнĕ проектсем сĕннĕ, наци телерадиокомпанийĕн аталанăвне еплерех курнипе тĕплĕн паллаштарнă.
Комисси членĕсем кашни кандидатах пĕрешкел ыйтусем панă, çĕнтерÿçе палăртнă чухне 6 критерие тĕпе хунă. Директор должноçне йышăнас текенсенчен хăшĕ-пĕринпе ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăй тĕл пулса калаçнине çирĕплетрĕ Валентина Андреева министр. Çакă НТРК малашне те ăнăçлă аталантăр тесе влаç та тăрăшнине тепĕр хут ĕнентерет. Сăмах май, наци радиовĕ тата телекуравĕ валли 2009-2013 çулсенче республика бюджетĕнчен 127,5 млн тенкĕ уйăрнă, кăçал ку тĕллевпе 27 млн тенкĕ пăхса хăварнă.
Брифингра çавăн пекех "Грани" Издательство çурчĕн ертÿçин должноçне Наталия Колывановăна уйăрса лартнине пĕлтерчĕç.
И.СЕМЕНОВА
Комментари хушас