Несĕлĕмĕрсем мĕнле калаçнă - çапла пуплет Пил Тымарлан

9 Ака, 2015

Амăшĕ ăна Витали тесе чĕнет, çуралсанах çывăх çыннисем çапла ят панă-çке. Ялта ăна "министр" пек пĕлеççĕ. Анчах халĕ тус-юлташĕ Пил Тымарлан тесе чĕнет. Çук, псевдоним мар ку. Паспортра та вăл - Пил Николаевич Тымарлан. Ятне вăл 1997 çулта улăштарнă, Совет Союзĕ вăхăтĕнчи паспортпа çÿрет. Пил Тымарлан Вăрнар районĕнчи Кайри Тукай ялĕнче çуралса ÿснĕ. "Тĕттĕм" ял вăл. Автобусран ансан 6 çухрăм утмалла, пуйăспа килсен - 8 çухрăм. Апла пулсан та Пил Тымарлан çак ял та паян вырăсланма пуçланине палăртать.

Пил Тымарлан чăваш чĕлхине çав тери хисеплет, чăвашлăха юратать. Вăл калаçнă чухне те вырăс сăмахĕсемпе усă курмасть. Паян вырăсла виçĕ сăмахпа пуплесен ыран пĕрре çеç каламалла, виçмине унран пачах хăтăлмалла. Иван Яковлева мĕншĕн хисеплемест вăл?

- Алфавитри "б", "г", "д", "ж", "з" йышши сасăсем чăваш чĕлхин çемçелĕхне пĕтерчĕç. Çавна пула чĕлхе çÿп-çапланма пуçланнă. Ĕлĕкхи чăвашсем çапла калаçнă-и? Манăн 81 çула кайнă анне 2 класс пĕтернĕ. Вăл унашкал сасăллă сăмахсене тăрăшса каласан та вĕсем тÿрккес тухаççĕ, - хăйĕн шухăшне палăртрĕ Пил Тымарлан. Вăл хăй те янăравлă сасăсемпе усă курмасть. - Ку "манлăха" пĕтерет пулсан мĕншĕн усă курас? - çирĕппĕн каларĕ вăл. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.