Ял тени уншăн чăвашлăх тениех
Калăпăшĕпе пысăках мар ку кĕнеке нумай пулмасть кун çути курчĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ - «Элĕк ачи» ентешлĕхĕн ертÿçи, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ Владимир Иванов ятарлă ярăмăн ку кăларăмне хальтерех 85 çул тултарнă Анатолий Маркова халалланă. Тĕрĕссипе, республикипех паллă ăсчах çинчен унччен те пичетре сахал мар çырнă. Сăмах май, «Хыпар» хаçат вулаканĕсене çак йĕркесен авторĕ те унăн юбилейĕ умĕн тĕплĕн каласа кăтартнăччĕ. Анчах уйрăм кĕнеке тухни халĕччен пулманччĕ-ха. Унта Элĕк тăрăхĕнчи Хитекушкăнь ялĕнче çут тĕнчене килнĕ, хăйĕн пĕтĕм кунçулне çамрăк ăрăва вĕрентме панă, пĕр ÿстермесĕрех палăртас-тăк - «учительсен учителĕ» çинчен нумай çĕннине, ку таранччен илтменнипе паллашма пулать.
Çирĕм çул И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн рулĕ умĕнче! Çак пысăк та яваплă ĕçе вăтăр урлă тин çеç каçнă çамрăк аслă шкулăн малтанхи ертÿçинчен К.Евлампьевран кÿлĕннĕ те пĕр улшăнмасăр тилхепене çирĕп тытса пынă, умри чăрмавсене сирсе утăм хыççăн утăм тунă. «Ял ачисене аслă пĕлÿ алла илме çул уçасси - ректорăн принципĕ шутланнă. Ялти шкултан вĕренсе тухнă çамрăксен хисепне йышăну комиссийĕ яланах уйăрнă, ректор хăй ял ачи пулнипе çыхăннă пулĕ çак юрату. Каламасăрах паллă, «ял» тени «чăваш» тениех, çавăнпа та тăван халăха çутта кăларма пулăшни пирĕн пединститутăн традицийĕ шутланнă», - палăртать кĕнеке авторĕ.
Педагог профессине кăмăлланă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли тĕрлĕ енлĕ пĕлÿ паракан çĕнĕ факультетсем уçмалла, пурăнма общежитисем тумалла, вырăнтах апатланма столовăй та, сывлăха çирĕплетме профилактори те кирлĕ - вуншар ыйту тиеннĕ аслă шкулăн çамрăк ертÿçи çине. Тăрăшнă - тунă. Акă, мĕнле аса илет кун пирки автор: «Эпир институт кантăкĕнчен курăнса тăракан илемлĕ парк çине пăхма юратнă, çамрăк ректор Советсен çурчĕ еннелле çивĕч утăмсемпе васканине асăрханă, унтан каялла пуçне çĕклесе васкамасăр институталла таврăннине курнă, коридорта ваттисемпе кăмăллă калаçса тăнине асăрханă та института каллех ырă хыпарсем çитнине сиснĕ».
Анатолий Семенович Марков института ертсе пынă çулсенче кунтан çирĕм пин ытла каччăпа хĕр алла диплом илсе тухнă. Ректор тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех вăл общество ĕçĕнчен те пăрăнман, вăй çитнĕ таран халăхпа пĕрле пулнă, халăхшăн тăрăшнă. Ăçтан тухнă-ши пĕр çынра çавăн чухлĕ вăй-хăват? Автор калашле, хастар чăваш тăвалла пулсан та малаллах талпăннă, ачаранах ĕçпе пиçĕхнĕ ял ачи кăштах канса илнĕ те каллех тул çутăлнă-çутăлманах ĕçе кÿлĕннĕ.
Кĕнекере ĕçтешĕсен асаилĕвĕсем те пичетленнĕ, тĕрлĕ вăхăтра тунă сăнÿкерчĕксем пур. Кунтах А.С.Марковăн ĕçри çитĕнÿсемшĕн тивĕçнĕ наградăсен списокĕ те вырăн тупнă. Аллăран та иртеççĕ вĕсем. Çаксем пирки сăмах пуçарсан пĕррехинче Анатолий Семенович мана çапла каланăччĕ: «Хамшăн наградăсен шучĕ нумай пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ мар. Чи хакли - эпĕ вĕрентсе кăларнă, пурнăç çулĕ çине тухма пулăшнă çынсем манманни, яланах асра тытни. Вĕсем ман пата çырсах, шăнкăравласах тăраççĕ. Çакă вара чуна уçса ярать, хавхалантарать, ăшра ырă туйăм çуратать. Çавăнпах-и, тен, кунçулăма ахаль пурăнса ирттерменнипе мăнаçланатăп».
Вячеслав ШИНГАРЕВ.
Шупашкар хули