Финанс кризисĕ мар, халăх ăс-хакăлĕн кризисĕ хăрушăрах

12 Пуш, 2015

Февралĕн 21-мĕшĕ, Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ, хыçра ĕнтĕ. Апрелĕн 25-мĕшĕччен, Чăваш чĕлхи кунĕччен, вăхăт самай. Çапах манăн паян атте-анне чĕлхипе çыхăннă ыйтусенех хускатас килет. Мĕншĕн? Сăлтавĕ çук мар. ЮНЕСКО тĕпчевçисем чăваш чĕлхине пĕтсе пыраканнисен йышне кĕртнĕренпе ултă çул хыçа юлчĕ. Тĕнче шайĕнчи сумлă организаци атласне пĕтĕм чăваш сÿтсе явнăранпа, ку ыйту тавра Чăваш наци конгресĕ - VII Аслă пуху, "Çамрăксен хаçачĕн" редакцийĕ "çавра сĕтел" йĕркеленĕренпе шăпах çавăн чухлĕ вăхăт иртрĕ. Ултă çул - пĕчĕк тапхăр мар. 2009 çулхи март уйăхĕнче ирттернĕ пысăк мероприятисенче калаçнин пĕр пайĕ пурнăçа кĕчĕ, тепĕр пайĕ çилпе вĕçрĕ. Вĕсене аса илсе йĕркипе пăхса тухар-ха. Хăшĕ ытларах пулчĕ: лайăххи-и е япăххи-и?

Пирĕн те телекурав пур

"Çамрăксен хаçачĕн" редакцийĕ пухнă "çавра сĕтеле" хутшăннисем Раççей телеканалĕ чăвашсем валли уйăракан вăхăт çулран-çул сахалланни пирки пăшăрханса калаçнăччĕ, хăйсен каналне унчченех уçнă тутарсенчен тĕслĕх илмеллине палăртнăччĕ.

Телее, 2009 çулта Чăваш наци радиовĕ хута кайрĕ. Кăштахран Чăваш наци телекуравĕ те эфира тухрĕ. Хулара пурăнакан чăвашсене итлеме Тăван радио та пур халĕ пирĕн. Çак массăллă информаци хатĕрĕсем юлашки вăхăтра тĕрлĕ передачăпа пуянланчĕç. Чăвашлăха, тăван чĕлхепе юрра-кĕвве упраса хăварассинче вĕсен тÿпи пысăкки каламасăрах паллă. Çапах йывăрлăхсем çук мар. Укçа-тенкĕ ытларах уйăрсан тата та вăйлăрах, чаплăрах телерадиокăларăмсем хатĕрлеме май килĕччĕ. Хальлĕхе Чăваш наци телекуравне республикăн кашни кĕтесĕнчех курма çукки те - çивĕч ыйту. Вăл çитес вăхăтрах татăласса шанас килет. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.