Василий Теркин чăвашла калаçать

17 Нарăс, 2015

Чăваш кĕнеке издательстви Александр Твардовскин халăхра анлă сарăлнă «Василий Теркин» поэмине чăвашла пичетлесе кăларчĕ. Чаплă произведение Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă.

Вырăссен чи сумлă поэчĕн пултарулăхĕнчи тĕп произведенийĕсенчен пĕрне чăвашла Геннадий Айхи куçарнă. Пĕрремĕш хут поэма чăвашла 1960 çултах кун çути курнă, анчах ун чухне чăваш сăвăçи хăйĕн сăввисене чикĕ леш енче пичетленĕшĕн айăпланине пула куçаруçăн ятне палăртман.

Поэма 30 сыпăкран, прологпа эпилогран тăрать. Кашни сыпăк - Теркинăн фронт пурнăçĕнчи пысăках мар новелла. Василий Теркин - чĕрĕ те хаваслă салтак, подразделени «чунĕ». Çапăçура - ырă тĕслĕх кăтартакан, кирек мĕнле лару-тăрура та хăйне тытма пĕлекен, çухалса кайман, пуçне усман çын. Канура ун йĕри-тавра яланах халăх хĕвĕшет: Теркин юрлать те, хуткупăс та калать, салтаксене савăнтарать.

Поэмăри хăшпĕр новеллăна вăрçăн вăл е ку самантне шута илсе çырнă.

Твардовский, вăрçă витĕр утса тухнăскер, поэма чĕлхине салтаксем анлă усă курнă сăмахсене кĕртнĕ. Куçаруçă «çунатлă» сăмахсене чăвашла та илĕртÿллĕ каланă.