Пултарулăха кулленех аталантармалла
Унăн сасси шăнкăрав пек янăравлă та уçă. Çавăнпах пуль вăл ача садне çÿренĕ чухнех юрлама вĕреннĕ. Хăйĕн пултарулăхĕпе пурне те тĕлĕнтернĕ. Шкула кайма пуçласан талантне малалла аталантарнă.
Халĕ Диана Майорова тăххăрмĕш класра вĕренет. Миçе концерта, уява, мероприятие хутшăнман-ши вăл çак тăхăр çул хушшинче? Шутласа та пĕтереймĕн. Пике юрă-кĕвĕ тĕнчине ачаранах илĕннинчен ним тĕлĕнмелли те çук. Ара, унăн ашшĕ-амăшĕ те, пиччĕшĕ те юрра-ташша ăста. Ашшĕ, Николай Васильевич ялти Культура çуртĕнче ĕçлет. Унти юрă-ташă коллективĕ, çав шутра Дианăн çемйи те тăтăшах концертсемпе таврари ялсене тухса çÿрет. Чăн-чăн юрă-кĕвĕ çемйинче çитĕнет хĕрача!
Вăл чăваш юррисене те, вырăслисене те килĕш-терет. Тунсăхлисене те, хаваслисене те кăмăллать. «Мĕнле юрă шăрантарас килни кăмăл-туйăмран килет, - тет Диана. - Пусăрăнчăк кăмăлпа, сăмахран, тунсăхлă юрăсене çеç юрлас килет. Хăш чухне вара тунсăха сирсе ярас тесе пачах тепĕр майлă, хаваслă юрăсене юрлатăп».
Динăн чун киленĕçĕ пĕрре çеç мар иккен, темиçе. Юрланисĕр пуçне вăл ÿкерме кăмăллать. Пушă вăхăтра та кăранташпа альбом илсе шухăша путать. Куçа илĕртекен çутçанталăк илемне е пуçра çуралнă пĕр-пĕр сăнара хут çине куçарать. Ун пек чух вăл хăйне лăпкăн туять. Чи çывăх çыннин, амăшĕн, портретне те ÿкернĕ Диана. Ăна вара унăн çуралнă кунĕнче парнелесе савăнтарнă.
Аслăрах классене çитсен сăвă-калав çырма пуçланă вăл. Ку ĕç те унăн кăмăлне каять. «Тантăш» хаçатра та пичетленнĕ Дианăн хайлавĕсем. Вăл мĕн пĕчĕкренех хăйĕн юратнă кăларăмĕпе çыхăну тытать-çке! Пултарулăхне кулленех аталантарать. Тăрăшни сая каймасть, паллах. Диана «Юратнă лаша Çăлтăр» калавĕпе Чăваш халăх сайчĕ ирттерекен «Урхамахсем тăраç тапăртатса...» литература конкурсĕнче те мала тухнă.
Пултарулăх конкурсĕсенче çеç мар, спорт ăмăртăвĕ-сенче те хастар вăл. Ытларах йĕлтĕрпе чупма кăмăллать. Хĕллехи кунсенче тăтăшах урине йĕлтĕр сырса урама тухать. Çак спорт тĕсĕпе тупăшакансен хушшинче те вăл маттуррисен йышĕнче.
Вулакансене те Диана спортпа ачаранах туслашма, тавракурăма анлăлатма, кĕнеке нумай вулама сунать.
Нина ЦАРЫГИНА.
Хĕрлĕ Чутай районĕ,
Штанаш шкулĕ.
Илья КЛОЧКОВ сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас