ЧР парламенчĕн Председателĕ Юрий Попов: «Хыпар» турнирĕ пулнă, пур, пулать!
«Тимĕр вăййинче» вăйлисем çĕнтереççĕ
Йĕпреç районĕнчи Пучинкере пурăнакан, кире пуканĕн спортĕнче палăрнă Михаил Петров пирĕн çĕршыври чи лайăх тренерсенчен пĕри. Юлашки вунă çулта вăл вĕрентсе хатĕрленĕ Джанита Павлова, Марина Федорова, Артем Васильев тата Александр Семенов тĕрлĕ ăмăртура медальсем çĕнсе илчĕç, Раççей спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕç. Унăн ывăлĕ Владимир Петров та кире пуканĕ йăтассипе Европа чемпионĕ, Пĕтĕм тĕнчери ăмăртусен темиçе хут призерĕ пулнă.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн вĕренекенĕсем çак кунсенче кире пуканĕ йăтассипе «Хыпар» хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн Йĕпреçри «Патвар» физкультурăпа спорт керменĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри XXXI турнирта та ăнăçлă ăмăртрĕç. Йĕпреçсем Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн, Елчĕк районĕн, Улатăр хулин тата Тутар Республикин командисем хыççăн пиллĕкмĕш вырăн йышăнчĕç. Пучинкери вăтам шкулта тăххăрмĕш класра вĕренекен Анастасия Николаева 16 килограмлă кире пуканне 100 хут сулласа çĕклесе хĕрсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Унăн юлташĕ, халĕ ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Алексей Иванов 32 килограмлă икĕ снаряда кăкăр çинчен 73 хут тĕртрĕ, икĕ енлĕ кĕрешÿре 131 очко пухса 78 килограмлă атлетсен хушшинче чи лайăх кăтартупа палăрчĕ, спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларĕ. Пучинке шкулĕн аслă класĕсенче вĕренекен Иван Майоров, Алексей Леонтьев, Августина Павлова тата Ксения Петрова хăйсен виçисенче тата тĕрлĕ ушкăнра малти вырăнсене йышăнчĕç.
18 çултан кĕçĕнрех яшсен хушшинче кăçал Куславкка хулинчи Дмитрий Константиновпа Патăрьел районĕнчи Ринат Сафин уйрăмах пысăк çитĕнÿсем турĕç. Вĕсемсĕр пуçне хăйсен виçисенче мала тухнă Елчĕк районĕнчи Андрей Кузнецов, Куславкка районĕнчи Д.Кузьминпа В.Христофоров тата Тăвай районĕнчи Александр Немов çитес çул Пĕтĕм Раççейри яшсен ăмăртăвĕсене хутшăнĕç.
«Хыпар» хаçатăн парнисене çитĕннĕ атлетсен хушшинче Чăваш патшалăх педагогика университечĕн студентки Екатерина Иванова, ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем Вера Николаева, Елизавета Еремеева, Евгений Малинников, Дмитрий Курчин, Иван Угаров, Улатăр пăхаттирĕ Юрий Синичкин тата Тутарстанран килнĕ хăна Искандер Шаехов çĕнсе илчĕç.
Сăмах май, Елчĕк районĕнчи А.В.Игнатьев олимпиец ячĕллĕ спорт шкулĕн воспитанникĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕ Александр Павлов ку хутĕнче «Хыпар» ăмăртăвне килеймерĕ. Нумаях пулмасть Германире иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче 78 килограмлă виçере пĕрремĕш вырăн йышăннăскер çак кунсенче Калугăра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери турнира хутшăннă. Унта пирĕн ентеш икĕ енлĕ кĕрешÿре 205 очко пухса пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарнă, тĕнче спорт мастерĕн нормативне пурнăçланă. Маттур каччăна черетлĕ çĕнтерÿпе саламлатпăр!
Петр СИДОРОВ.
Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем
Редакцирен. Кире пуканĕ йăтассипе ХХХI турнира йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн «Хыпар» Издательство çурчĕ ЧР Патшалăх Канашĕн Председательне Ю.А.Попова, ЧР физкультурăпа спорт министрĕн çумне С.С.Шелтуковпа А.И.Воронов ертсе пыракан специалист-эксперта, Йĕпреç район пуçлăхне А.А.Яковлева тата район администрацийĕн ертÿçине Н.П.Чугарова, социаллă аталану пайĕн ертÿçине И.В.Алексеевăна, экономика пайĕн ертÿçи çумне Т.И.Филипповăна, Йĕпреçри «Патвар» ФСК коллективне /директорĕ - Н.А.Михайлов/, республикăри кире пуканĕ спорчĕн федерацийĕн председательне Ю.М.Карпова, ăмăртусен тĕп судйине Б.Н.Глинкина, З.П.Иванов тĕп судья çумне, П.П.Сидоров судья-информатора, судьясен ушкăнне, спонсорсене - «ТУС» строительство компанийĕ» АХО генеральнăй директорне Н.Ф.Угаслова, «Чăвашрегионгаз» ООО генеральнăй директорне К.С.Мифтахутдинова, «ЖБК-9» ООО генеральнăй директорне А.В.Цапулина, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» АУО генеральнăй директорне Н.В.Аливанова, «Вăрнар «СОМ» завод» ООО генеральнăй директорне Ф.Н.Волкова, Чăвашпотребсоюз председательне В.М.Павлова, «Август» АХО «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорне В.В.Свешникова, «Россельхозбанкăн» Чăваш Енри филиалĕн ертÿçине И.Н.Письменскаяна, «Эткер» АХО генеральнăй директорне В.А.Павлова, «Водстроймонтаж» ООО генеральнăй директорне В.А.Марушева, «Нива» УКК» автономи учрежденийĕн директорне В.А.Яковлева, «Информ-медиа» РПФ директорне Э.Н.Максимова тата Е.А.Геронтьевăна менеджера ăшшăн тав тăватпăр.
Комментари хушас