Ыйтăва тапхăра кура çырмалла

2 Пуш, 2021

Коронавирус инфекцийĕ алхаснă вăхăтра халăха хӳтлĕх мерисемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе ЧР Министрсен Кабинечĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕ уйрăм йĕрке çирĕплетнĕччĕ. Вăл 2021 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен çирĕплетнĕ тĕрлĕ тӳлев хушма хутсем тăратмасăр, ыйту çырмасăр хăйне-хăй малалла тăсăлнипе çыхăннăччĕ.

Пĕчĕккĕн малтанхи, пандеми умĕнхи, йĕрке патне таврăнатпăр темелле. Ача укçине е сахал тупăшлă çемьесене тивĕçекен тӳлеве тăсмалли вăхăт çитсессĕн халĕ малтанхи пекех кирлĕ хутсене пухса социаллă уйрăмсене е нумай функциллĕ центрсене çул тытмалла.

Ку е вăл çăмăллăха тивĕçмешкĕн пĕрремĕш хутчен ыйту çырнă чухне хутсене ахалех те социаллă уйрăма е нумай функциллĕ центра çитерсе памаллаччĕ. Ку йĕрке, паллах, улшăнусăр.

— Сахал тупăшлă çемьесен йышне 6 уйăхлăха кĕртеççĕ. Енчен те регистраци тапхăрĕ пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçленнĕ тĕк — кунашкаллисен тӳлеве малалла тивĕçесси хăйне-хăех, автомат мелĕпе, тăсăлнă. Анчах çак тапхăр пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ хыççăн тухать пулсан — кирлĕ хутсене пухмалла, вырăна тухса ыйту çырмалла, — ăнлантарчĕ ЧР ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова.

Пĕрремĕш ачашăн федераци бюджетĕнчен тивĕçекен тӳлев пирки калас тăк, ăна çулталăклăха çирĕплетеççĕ.

— Енчен те çак тапхăр пуш уйăхĕн 1-мĕшĕччен тухнă тăк — ыйту çырмалла мар. Ача 1 е 2 çул каярах тултарать тăк — кирлĕ хутсене пуçтарма тивĕ, — асăрхаттарчĕ Алена Геннадьевна.

Ку тӳлеве тивĕçес тесен çемьери кашни çын пуçне пурăнмалли чи пĕчĕк виçе икĕ хутчен тухмалла мар.

Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхшăн тӳлесе пулăшма уйăракан субсиди пирки калас тăк, кунта федераци палăртнă йĕрке пур. Енчен те 2020 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен çак пулăшăва тивĕçме йышăну пур тăк, тепĕр тапхăра, тата 6 уйăха, ăна ыйту çырмасăрах тăсаççĕ.

www.hypar.ru
 

Комментари хушас