Ĕненÿ чунра пулмалла
«Эпĕ пĕр 40-50 çул турра ĕненмен. Анчах хăш-пĕр çынна тĕл пулсан пурнăç, ĕç-пуç ăнманнине сисеттĕм. Манăн аннене пушă витрепе курсан та ăнать тетчĕ ял-йыш. Сунарçăсем сунара кайиччен унпа курнăçсан сунар яланах ăннă-мĕн. Вĕсем сăсара çĕклемĕпех йăтса килнĕ. Çапла, ăнасси пушă витререн мар, мĕнле çынна курнинчен килет. Унтан тата ... кушак çула татса каять - темшĕн ăнмасть. Мĕне пĕлтерекен паллă-ха ку? Тĕнчере тем тесен те вăрттăнни, çÿлти хăват пур. «Нивушлĕ турă пур-ши?» - тесе эпĕ аннерен те пĕрре кăна мар ыйтнă», - çапла пуçларĕ калаçăва Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçра пурăнакан 86 çулти Петр Васильев.
Петр Васильевич питĕ хăйне евĕр тата интереслĕ çын. Темĕнпе те кăсăкланаканскерпе кирек епле темăпа та сăмахлама пулать. Ялта вăл сухал ÿстерекен пĕртен пĕр çын пулнипе те палăрать.
«Хăй вăхăтĕнче пирĕн патăмăрта /пĕчĕк пÿртре/ Петр Васильевич Васильев пачăшкă çемйипе пурăннă. Вăл, Хусанти учительсен семинарине пĕтернĕскер, И.Я.Яковлевăн юлташĕ пулнă. Этнографи материалĕсене пухнă. Чăваш шкулĕсенчи вĕренекенсем валли педагогика класĕсем йĕркеленĕ. Пуçарулăхĕпе, хастарлăхĕпе палăрнă. Çут çанталăка юратнă, вĕлле хурчĕ тытнă. Манăн аттен пиччĕшĕ Иван Раевский ун патĕнче утарçăра тăрăшнă. Асатте, Семен Ларионов, чиркÿре хуçалăха ертсе пыма пулăшнă, попечитель пулнă. Анчах халăх хисепленĕ Петр Васильев пачăшкăна «совет влаçне хирĕç» тесе тĕрмене хупнă. Ăна ирĕкрен хăтарнă вăхăтра та çемйи пирĕн патăрта пурăннă. Тĕрмерен килсен нумай пурăнайман вăл. Ял халăхĕ каланă тăрăх - ăна пытарнă чухне халăх йышлă пулнă. Чиркÿре асăнтарнă чухне турă çуртне шурă кăвакарчăн вĕçсе кĕнĕ теççĕ. Пĕлтĕр унăн вил тăприйĕ çине ку тăрăхри пачăшкăсем, музей ĕçченĕсем, ял-йыш пухăнса Асăну плити вырнаçтарчĕç», - сăмах çăмхине сÿтрĕ Петр Васильевич.
- Петр Васильев сирĕн çемьене кĕмĕлпе илемлетнĕ авалхи турăш парнеленĕ теççĕ...
- Çапла, унăн çемйи евангели, икĕ турăш /турă Амăшĕ тата Иисус Христос çăлавçă/ парнеленĕ. Вĕсене халĕ те упратăп. Матăшки - Марфа, хĕрĕ Екатерина ятлă пулнă. Каярах Екатерина Петровна Хусана куçса кайнă, учительте ĕçленĕ.
- Калăр-ха, турăшĕсене мĕншĕн ялти чиркĕве парас темерĕр?
- Манăн шухăшпа, чиркÿ - çылăхлă вырăн. Турă чиркÿре пурăнмасть, унта çынна тĕне кĕртеççĕ, венчете тăраççĕ, вилене асăнаççĕ...
Петр Васильев ялти шкулта 7 класс пĕтернĕ хыççăн Канаш районĕнчи Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ. 1948 çулта ăна çара илнĕ. Ленинград облаçне лекнĕ йĕкĕт полк шкулĕнче вĕреннĕ. Кĕçĕн сержант пулса тăнă. Тăван тăрăха таврăнсан чукун çул çинче ĕçленĕ. Пĕр тапхăр ферма кĕтĕвне кĕтнĕ, хăмла плантацийĕнче вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан чиркÿре староста пулнă. 1960 çулта хăйĕнчен вунă çул кĕçĕн Антонинăпа çемье çавăрнă. Антонина Петровнăпа Петр Васильевич паянхи кунчченех шăкăл-шăкăл пурăнаççĕ. 8 ача пăхса ÿстернĕ вĕсем. Пурне те аслă пĕлÿ пама тăрăшнă. Вĕсен йышĕнче халĕ учительсем те, бухгалтерсем те пур. Зоя, сăмахран, Раççей телекуравĕнче 1-мĕш каналта бухгалтерта вăй хурать. Ватăсем паян йышлă мăнукĕпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе йăпанаççĕ. «Пĕррехинче тĕлĕкре хĕрарăм тĕлленчĕ. «Манăн санăнне пĕр çÿç пĕрчине илсе юласчĕ», - терĕ хайхи. Вара эпĕ сухал ÿстерме тытăнтăм. Библири Самсон та сухаллă пулнă. «Турă хăвачĕ çÿçре»,- теççĕ. Мĕн пур çветтуй сухаллă пулнă. Тĕрĕссипе вара турра юрасси унтан килмест. Сухаллă тепĕр çын та пÿтсĕр пулма пултарать», - шухăшне палăртать Петр Васильевич. Сăмах май, Петр Васильев сухала 20 çул ытла ÿстерет. «Ватлăх хĕпĕртев мар, анчах эпĕ вилĕмрен хăрамастăп. Мĕншĕн тесен эпĕ турăпа çыхăннă. Апла пулин те паяхи чиркĕве, пачăшкăсене ытлашшиех кăмăлламастăп. Ĕненÿ чунра пулмалла. Ĕненÿ ăс-хакăлтан та çÿлерех. Кашни çыннăн хăйне юратмалла. Хăйне юратман çын ыттисене те кăмăлламасть. Пĕчченлĕхрен хăрама кирлĕ мар, хушăран пĕччен те юлмалла. Ун чухне çын хăйĕн чунĕпе «пуплет», вăй-хăват пухать. Хĕрарăмпа арçыннăн ача çуратма кăна пĕрле çывăрмалла. Анчах паян ăна никам та пăхăнаймасть. Ачи-пăчине те сахал çуратаççĕ. Хырăм пăрахакан йышлă. Манăн арăм та пĕрре çылăха кĕме шухăш тытнăччĕ. Ун чухне те эпĕ тĕлĕк курнăччĕ. Пĕр хĕрарăм мана сăрт çинчен чутах тĕртсе ÿкеретчĕ... Çĕнĕ чун пурнăçне татмарăмăр вара...»,- ассăн сывлать мучи.
Васильевсем ватăлтăмăр тесе алă усса лармаççĕ, кайăк-кĕшĕк усраççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ. Петр Васильевич велосипедпа вăрмана кăмпа-çырлана çÿреме юратать. «Эпĕ ача чухнехипе танлаштарсан тĕнче питĕ улшăнчĕ. Çут çанталăк та урăхланнă. Унпа çыхăннă халăх сăнавĕсем те пурнăçланса пымаççĕ. Е тип шар пулать, е çумăр çуса йăлăхтарать... Пĕлтĕр çĕр чăмăрĕ çинче 2500 хутчен шыв илнине шута илнĕ. Эпир вăрмана та, утă çулма та çаран çÿренĕ. Халĕ чылайăшĕ çара уран çĕр çине те пусаймасть. Шел, çут çанталăкпа этем килĕшÿре пурăнмасть»,- пăшăрханăвне пытармарĕ шур сухал. Петр Васильев вара паян та килте те, ял хушшинче те çара уранах çÿрет. Капла çĕр хăватне, çут çанталăк вăйне туйма аванрах-мĕн...
Роза ВЛАСОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ