Наукăпа производство пĕрлĕхĕ ăнăçăва никĕслет
Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паян «ЭКРА» наукăпа производство комплексĕнче пулчĕ, предприяти ĕçĕпе паллашрĕ.
1991 çулта йĕркеленĕскер, предприяти мĕн çуралнăранпах çĕнĕ йышши оборудовани туса кăларассине тĕпе хунă. «ЭКРА» компанисен ушкăнĕн правленийĕн председателĕ Андрей Фурашов çирĕплетнĕ тăрăх, çак тĕллев халь те тĕп вырăнта: предприяти электроэнергетикăри комплекслă ĕçсене хăйĕн продукцийĕпе усă курса «вĕçне çитиччен» пурнăçлать.
Калăпăр, цифра подстанцине пуçламăшĕнчен тытăнса хута яриччен хăйĕн вăйĕпе тума пултарать. Çавнашкал вун-вун проекта пурнăçланă ĕнтĕ, ĕçре — тата пилĕк теçеткене яхăн. Çĕршыври электричество генерацийĕн пĕтĕм хăвачĕн 90% «ЭКРА» туса кăларакан изделисем хÿтлĕхпе тивĕçтереççĕ. Предприяти импорта хамăрăн продукципе улăштарас ĕçе хастар хутшăнать — вăл туса кăларакан оборудовани техника характеристикипе, пахалăхĕпе чикĕ леш енчи аналогсенчен кая мар. Сочири Олимпиада, «Восточный» космодром энергооб±екчĕсем, шывра ишекен «Ломоносов» энергоблок тата ыттисем — пуринче те «ЭКРА» оборудованийĕ ĕçлет.
Чикĕ леш енĕ тенĕрен, «ЭКРА» хăй те ют çĕршывсене тухнă ĕнтĕ — чылай çĕршыпа ĕçлет, унта хăйĕн продукцине ăсатать. Чăваш Енри çак предприяти оборудованине Арменире, Бангладешра, Беларуçра, Вьетнамра, Грузире, Иракра, Иранра, Казахстанра — пĕтĕмпе 16 çĕршывра — вырнаçтарнă, вăл ăнăçлă ĕçлет. Компанисен ушкăнĕ çак списока анлăлатас енĕпе çине тăрать.
Паян «ЭКРА» тытăмĕнче пĕр предприяти кăна мар ĕнтĕ — вăл компанисен ушкăнне пĕтĕçтерет. Йыш та пысăк: виçĕ теçетке çул каялла 40 çынран пуçланă, халь вара компанисен ушкăнĕнче 1,5 пин ытла çын ĕçлет. Паллах, кунта ĕçлемешкĕн тивĕçлĕ пĕлÿ кирлĕ. Çавăнпа Чăваш патшалăх университечĕпе тачă çыхăну йĕркеленĕ. Паян кунта ĕçлекенсен 36% — 18-30 çулсенчи çамрăксем, йышăн 70% — аслă пĕлÿллĕ. 28 çыннăн ученăй степеньсем пур — наукăпа производство комплексĕ темерĕн! Çакна, наукăпа производство пĕр çыхăра пулнине, Олег Николаев та пысăка хурса хакларĕ, шăпах çакă, ун шучĕпе, компание çивĕч конкуренци условийĕсенче те ăнăçлă ĕçлеме май парать.
Паллах, ĕçĕн пысăк пайне кăткăс станоксем пурнăçлаççĕ. Анчах алă вĕççĕн тумалли ĕç те çук мар. Шурă халатлă хĕрарăмсен ĕçне сăнама май пулчĕ. Питĕ пĕчĕк, куçа та аран курăнакан «пăнчăсене» йĕп евĕр хатĕрĕн вĕçĕпе илсе плата çине çыпăçтараççĕ. Ăнлантарчĕç: хайхи «пăнчăсем» чип-резисторсем иккен, пĕр платăра вĕсем, тĕрлĕ виçеллĕскерсем ата тĕрлĕ характеристикăллăскерсем, вун-вун пулма пултараççĕ — питĕ тимлĕ пулмалла.
Наука пирки сăмах пуçарнă май НПП гендиректорĕн заместителĕ Владимир Наумов кунта хĕвел модулĕсем тăвас енĕпе те ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Вĕсене тестлаççĕ — панельсене компанин Шупашкарти Трактор тăвакансен проспектĕнчи çурчĕн тăррине вырнаçтарнă. Вĕсем паракан энерги çав çуртра ĕçлекен 40 çын ĕçне тивĕçтерме çитет-мĕн. Владимир Александрович иккĕленмест: хĕвел энергетики территорийĕпе питĕ анлă Раççейшĕн питĕ вырăнлă. Инçетри пысăк мар ял-поселока электролини тăсма питĕ хаклă, хĕвел энергийĕпе ус ă куракан модульсем вара унта та хăтлăха тивĕçтерме май парĕç.
НПП ертÿлĕхĕпе канашланă хыççăн Олег Николаев журналистсен ыйтăвĕсене хуравлама та ерçÿ тупрĕ. Чăваш Еншĕн «ЭКРА» пĕлтерĕшĕ пысăккине палăртнă май Олег Алексеевич çĕнĕ технологисене, çав шутра цифра технологийĕсене çул паракан, импорта хамăрăн продукципе улăштарассине тĕревлекен предприятипе алла-аллăн ĕçлемелли, влаç енчен пулăшмалли майсене сÿтсе явнине çирĕплетрĕ.
www.hypar.ru Cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас