- Чăвашла верси
- Русская версия
Диабет чухне
1 Çурла, 2014
Сахăр диабечĕ чухне апата питĕ уяса çимелле. Юнри сахăр шайне йĕркелеме уйрăмах 7 тĕрлĕ çимĕç пулăшать.
- Кунсерен пĕрер турилкке шывпа пĕçернĕ сĕлĕ пăтти çимелле. Вăл холестерин шайне чакарать.
- Топинамбур усăллă. Ăна салата чĕрĕлле хушса е пахча çимĕçпе пĕрле пăшăхласа çимелле.
- Пахча çимĕçпе пĕрле пăшăхланă е духовкăра пĕçернĕ треска пулă аван.
- Кун тăршшĕнче 250 мл шăлан (шиповник) чейĕ ĕçни усăллă: каçлăха термоса 1 стакан вĕри шыв тата 1 кашăк шăлан çырли ярса хумалла.
- Чей е пахча çимĕç салачĕ çине 5-10 г авăртнă корица хушмалла.
- Купăстана пăшăхласа е чĕрĕлле çини те аван.
- Кунсерен 1-3 стакан симĕс чей ĕçмелле.
- Апата кунне 5-6 хут, сахалшар çеç çимелле.
Комментари хушас