Сасăлав ят-сумне чакарма тăрăшакансенчен асăрханмалла

17 Çĕртме, 2020

Раççей Федерацийĕн Конституцине тӳрлетӳсем кĕртес тĕлĕшпе утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче сасăлав ирттерме палăртнă. Унта общество сăнавçисем те хутшăнаççĕ.

Паян Чăваш Республикин Общество палати республикăри районсемпе хуласен Общество канашĕсен представителĕсемпе онлайн канашлу ирттерчĕ, общество сăнавçисем Пĕтĕм Раççейри сасăлава хутшăнма хатĕрленсе тăвакан ĕç-хĕле пăхса тухрĕç. «Никама пăхăнман общество мониторингĕ» ассоциацин доклачĕ ларура тĕп вырăн йышăнчĕ. Унта сасăлава хатĕрленнĕ вăхăтра халăх шухăшлавне суя информаципе улăштарма тăрăшни пирки сăмах пычĕ. Сăмахран, сасăсене туянасси йăлана кĕнĕ. Çак мелпе усă куракансем, шел те, пур çĕрте те тĕл пулкалаççĕ.

Çавăн пекех информаци хатĕрĕсенче суя нумай. Статья ячĕ пĕр пулăм пирки калать, текстра вара пачах расна япала пирки çырнă. Интернет уçлăхĕнче час-часах информацисене çынсене илĕртес тĕллевпе «кăларса пăрахиччен вуласа ĕлкĕрĕр» чĕнӳсемпе вырнаçтараççĕ. Кунсăр пуçне лавккасенче РФ Конституцийĕсене сутаççĕ. Унта «2020 çулхи çĕнĕ Конституци» тесе çырнă. Кунашкал тĕслĕхсенче кăçал тӳрлетӳсем кĕртнĕ Конституци пулманнине, кĕнекене 2020 çулта кăларнине ăнланмалла.

Канашлура Пĕтĕм Раççейри сасăлав ят-сумне чакаракан çак тата ытти самант, кунашкал киревсĕрлĕхрен асăрханмалли, сыхланмалли мелсем пирки калаçрĕç.

www.hypar.ru Валентина БАГАДЕРОВА сăн ÿкерчĕкĕсем.

Рубрика: 

Комментари хушас