Асăну сачĕ
Вăрмар районĕнчи Карăкçырминче пурăнакансем çĕршыври «Асăну сачĕ» акцие хутшăннă.
«Асăну сачĕ» — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсене, тăвансене асăнмалли, çемье историне ăрăуран-ăрăва парса хăвармалли вырăн. Ку — акци кăна мар, аслă ăрăвăн паттăрлăхне упраса хăварма хывнă çĕнĕ йăла-йĕрке.
Çак кунсенче Карăкçырминче пурăнакансем те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ «Асăну сачĕ» акцие хутшăнса стадион хĕррипе 55 хыр лартнă.
www.hypar.ru urmary.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас