Фонд та, корпораци те пур. Инвестицисем вара — çук
Республикăна инвестицисем илсе килессишĕн яваплă институтсем пур — Экономика аталанăвĕн министерствин Промышленноçпа инвестици ĕç-хĕлне аталантаракан фончĕ тата Чăваш Республикин аталану корпорацийĕ. Анчах çак тытăмсен ĕçĕ регионăн çĕнĕ ертӳлĕхне тивĕçтерменни куçкĕрет.
Çавăнпа ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев тунтикун фондпа корпораци ертӳçисен должноçĕсене йышăнма пултаракан кандидатсене Правительство çуртне чĕнсех канашлу ирттерчĕ. Тĕл пулура çак институтсен ĕçне хакласа малашнехи тĕллевсене палăртрĕç.
Олег Николаев фондпа корпораци пурнăçлама тивĕç ĕç регионшăн, экономика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Анчах хальчченхи пек ĕçлени çителĕксĕр, ĕçе çĕнĕлле, тухăçлăрах йĕркелемелле.
Хальхи вăхăтра фонд тишкерекен проектсем виççĕ кăна. Хаклăскерсем: «Промтракторăн», «Промтрактор-Промлитăн» 500-шер миллион тенкĕлĕх тата Чапаев ячĕллĕ заводăн 125 миллион тенкĕлĕх инвестпроекчĕсем. Олег Алексеевич фондăн финанс лару-тăрăвĕпе кăсăкланчĕ.
Аталану корпорацийĕнчи лару-тăру вара пушшех йывăр. Ӗҫ ытла та юхӑнса кайнине кура ĕнтĕ финанс министрĕ Михаил Ноздряков унăн ертӳçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Дмитрий Красновран вăл мĕнле специальноçпа вĕренни, ĕç опычĕ пирки те ыйтрĕ. Анчах экономист пĕлĕвĕ те, самай пысăк ĕç опычĕ те корпорацие уралантарма пулăшайман иккен. Тĕревленĕ инвестпроектсен списокĕ те вăрăм мар. Китаецсемпе пĕрле пурнăçлакан «Сычуань — Чăваш Ен» проект та, авă, халăха шавлаттарнисĕр пуçне хальлĕхе нимĕнле çимĕç те кӳмен-ха.
Асăннă институтсен ертӳçисен должноçĕсене йышăнма хатĕр кандидатсене те итлерĕç. Вӗсем пирки тата ҫакӑнта сиктерсе хӑварнӑ хӑш-пӗр саманта "Хыпар" хаҫатӑн ҫӗнӗ номерӗнче тӗплӗнрех ҫутатӑпӑр.
Комментари хушас