Професси суйлама ачисене ашшĕ-амăшĕн те пулăшмалла
Паян "Шупашкар" пăр керменте I регионсен хушшинчи "Раççейри шкул ачисен юхăмĕ вĕренекенсен професси çулĕ суйлассипе çыхăннă çивĕч ыйтăвĕсене татса памалли калаçу лапамĕ" ашшĕ-амĕшĕн форумĕ уçăлчĕ.
Унăн ĕçне шкулсенчи ашшĕ-амăшĕсен комитечĕсен, ашшĕсен канашĕсен председателĕсем, вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿçисем, общесто ĕçĕн хастарĕсем хутшăнчĕç. Форумăн тĕп тĕллĕвĕ - ашшĕ-амăшне Чăваш Республикинчи хальли вăхтри професси вĕрентĕвĕнчи тата ĕç рынокĕнчи çĕнĕлĕхсемпе, лару-тăрупа паллаштарса ачасен аталанăвне вăйлатасси, вĕсене професси суйласа илме пулăшасси.
Пленарлă ларăва хутшăнакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Николай Малов тата Леонид Черкесов, ЧР вĕренту министрĕ Сергей Кудряшов, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, ыттисем саламларĕç. "Пирĕн тĕллев - малашлăх пирки калаçнă май ачасене професси çулне суйлама пулăшасси, вĕсене экономикăн кирек хăш сферинче те - сывлăх сыхлăвĕнче-и, вĕрентÿре-и тата ытти енĕпе те - ÿсĕм тума май пуррине кăтартасси", - терĕ республика ертÿçи.
Калаçу уçă иртрĕ, ашшĕ-амăшĕ спикерсене тĕрлĕ ыйту пачĕ. Пирĕн регионта çамрăксене илĕртекенни мĕн пур? Ашшĕ-амăшĕ ачисене професси суйланă чухне мĕнле витĕм кÿме пултарать? Пурнăçра çитĕнÿ тăвас тесен шкул пĕтерекенсен мĕн пĕлмелле? Форум çак тата ытти ыйту хуравне тупма пулăшрĕ.
Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем...
Валентина БАГАДЕРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Комментари хушас