Çĕнĕ Шупашкарта кванториум уçăлчĕ

28 Чÿк, 2019

«Енчен те эсир халĕ пирĕн ÿсĕмре пулнă тăк, хăш квантумне суйланă пулăттăрччĕ?» — çапла ыйтрĕ Çĕнĕ Шупашкарти 5-мĕш шкулта вĕренекен Таисия паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕнчен Михаил Игнатьевран. Çапла тума ăна химиксен хулинче химипе технологи техникумĕн никĕсенче кванториум уçăлни май туса пачĕ. «Эпĕ инженери технологийĕсене кăмăллатăп. Çавăнпа хăй вăхăтĕнче электрике вĕреннĕ. Биоквантум та, ытти те, пĕр сăмахпа, çынпа мĕн çыхăнни пурте лайăх», — терĕ Михаил Васильевич.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн мăнукĕсене кванториума ярĕ-ши? Тимур Галимова шăпах çак ыйту кăсăклантарчĕ. «Хальлĕхе мăнуксем çук-ха. Пулсан, паллах, вĕсем те кванториумра пĕлĕвне ÿстерĕç», - кăмăлĕ савăк пулнине пытармарĕ Михаил Васильевич. Çавна кура шкул ачисемпе студентсем Михаил Игнатьева вун-вун ыйту пачĕç. Çак кун çамрăк ăрăвăн пĕр ыйтăвĕ те хуравсăр юлмарĕ.

Пирĕн республикăра ачасен техника паркĕсем Шупашкар тата Канаш хулисенче хута кайнă ĕнтĕ. Виççĕмĕшĕ акă, Çĕнĕ Шупашкарта хăйĕн алăкĕсене яриех уçрĕ. Химипе технологи техникумĕнче маларах хими лабораторийĕ вырнаçнă кивĕ корпуса тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, хальхи йышши çĕнĕ техникăпа, оборудованипе пуянлатнă. Ачасен техника паркне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре ЧР вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Сергей Кудряшов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Ольга Чепрасова, Çĕнĕ Шупашкар хулин пуçлăхĕ Олег Матвеев, химипе технологи техникумĕн директорĕ Елена Пристова, «Кванториум» техника паркĕн ертÿçи Наталья Петрова, химиксен хулинчи преподавательсемпе студентсем, шкул ачисем хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев наноквантум, хайтек-квантум, энержиквантум кабинечĕсемпе, шахматла вылякансен пÿлĕмĕпе, проект çырма хăнăхакансен территорийĕпе, лекторипе паллашрĕ. «Ку кванториума уçма 110 миллион тенкĕ тăкакларăмăр. Йăлтах ачасем хăйсен пултарулăхне садике çÿренĕ вăхăтра, шкул çулĕсенче аталантарма пултарччĕ, пурнăçра хăйсен вырăнне тупчăр тесе тăватпăр. Тепĕр темиçе çултан чаплă инженерсем, ученăйсем, тухтăрсем пуласса кĕтетпĕр. Кунашкал ачасен техника паркĕсене республикăра малашне те уçăпăр», - палăртрĕ Михаил Васильевич. Асăннă технопаркра ачасем пултарулăха аталантарнисĕр пуçне республика, Раççей шайĕнчи тĕрлĕ йышши олипиадăсемпе конкурссене хутшăнма хатĕрленĕç. Ятарлă наставниксем ачасене республикăри предприятисене экскурсисене илсе кайĕç.

Техника паркĕнче ачасен пĕлĕвне анлăлатма производство цехĕ те пур.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем...

www.hypar.ru

Роза ВЛАСОВА. 

Комментари хушас