Парăм – 700 миллион тенкĕ
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ку хутĕнче строительство ыйтăвĕсем тĕп вырăнта пулчĕç — пурăнмалли çурт-йĕре тĕпрен юсасси тата шкулсемпе ача сачĕсен строительстви.
Нумай хваттерлĕ çуртсен капиталлă юсавĕн фончĕн гендиректорĕ Вячеслав Долгов палăртнă тăрăх, юсав ĕçĕсем валли кăçал 1,059 миллиард тенкĕ уйăрнă. Юсамаллисен анлă списокĕнче — 297 çурт. Вĕсенче 13,1 пин çемье пурăнать. Пĕтĕмĕшле илсен, вăл хакланă тăрăх, юсав программи ăнăçлă пурнăçланать. Ăшăпа тивĕçтермелли системăсене улăштарассипе, çуртсен тăррисене юсассипе çыхăннă ĕçсене сивĕсем пуçланиччен чылай маларах вĕçлеме тĕллев лартнă.
Капиталлă юсавшăн халăхран укçа пухасси утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 82% танлашни вара регион ертÿçине тивĕçтермерĕ. «Пĕрисем тÿрĕ кăмăлпа тÿлеççĕ, теприсем вĕсен шучĕпе ыр курасшăн…» - кăмăлсăрланчĕ вăл. Çак ĕçе лайăхлатма май пуррине тÿлевпе çыхăннă ĕç-пуç тĕрлĕ районпа хулара тĕрлĕ пулни те çирĕплетет. Чи лайăх кăтарту — Пăрачкавсен, унта асăннă виçе 88% танлашнă. Канашра — 84, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта — 83, Элĕкре – 82%. Çав вăхăтрах Çĕмĕрлере — пĕтĕмпе те 57% çеç. Улатăрсемпе Комсомольскисен те мухтанма сăлтав çук — 59 тата 62% шайĕнче кăна.
Ахальтен мар ĕнтĕ тÿлевсем тĕлĕшпе парăм паянхи куна 700 миллион тенке çитнĕ. Михаил Игнатьев çакна «питĕ пысăк виçе — тÿлевсен çулталăкри пĕтĕмĕшле калăпăшĕпе шайлашуллă» тесе хакланă май фондăн ку енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртрĕ. Паллах, çынсен хăйсен те ăнланмалла: çак укçа вĕсен пурнăçне хăтлăлатма каять.
Комментари хушас