Пресс-тур: çӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫнӑшӑн савӑнаççĕ

28 Çу, 2019

Паян массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем валли "Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗпе тивӗҫтерни" темӑпа пресс-тур ирттерчӗҫ.

Малтанах Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗнче Чебаневсен, Дутовсен, Павловсен тата Лукинсен нумай ачаллӑ ҫемйисене ҫӗр лаптӑкӗ илме сертификатсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пачӗҫ. Мероприятие Пӗтӗм тӗнчери Ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ.

Унтан Ҫӗрпӳ хулинчи 5 ачаллӑ Кузьминсен ҫемйине ҫитсе куртӑмӑр. Иринӑпа Иван Ҫӗрпӳ хула администрацийӗнчен тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ илнӗ. Икӗ хутлӑ ҫурта вӗсем нарӑс уйӑхӗнче пурӑнма куҫнӑ. "Ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнма пуҫланӑшӑн эпир питӗ савӑнатпэр. Пирӗншӗн ҫывӑх ҫынсемпе тӑвансем те хӗпӗртеҫҫӗ",- пытармарӗҫ Кузьминсем.

Тӗплӗнрех - "Хыпар" хаҫатра.

www.hypar.ru

Комментари хушас