39-ти арçынна ĕне амантнă

6 Пуш, 2019

Патăрьел районĕнчи Сăкăтра 39 çулти арçынна ĕне амантнă. 

Пăтăрмахĕ пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх картишĕнче кил хуçисенчен пĕрне тĕкнĕ. Арçын сусăр пулнăран та хирĕç тăрайман курăнать. Темиçе хут та тĕкнĕ вăл. Кăкăр шăммине, темиçе аяк пĕрчине хуçмаллах амантнă. Халĕ арçын больницăра сипленет. 

www.hypar.ru

 

 

 

Теги: 

Комментари хушас