Кăтартусене лайăхлатма майсем çителĕклĕ

1 Нарăс, 2019

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнче ĕçлĕ çулçÿревре пулчĕ.

Малтан «Коминтерн» ЯХПКн сĕт сумалли блокĕн ĕçĕпе паллашрĕ. Хуçалăх ăна ивестици проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕлтĕр туса пĕтерчĕ.

«Районта тĕнче шайĕнчи çакнашкал комплекс 3 пулсан ыттисене, пурнăçа тивĕçтерейменнисене, пăсмалли кăна юлать», — терĕ регион ертÿçи. Михаил Игнатьев Хĕрлĕ Чутайĕнчи нумай функциллĕ центрта районăн 2018 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетекен канашлăва хутшăнчĕ, ăна вăлах ертсе пычĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров хăйĕн сăмахĕнче муниципалитет икĕ çул республикăра пуçару бюджечĕн проекчĕсен йышĕпе лидер пулнине палăртрĕ. Лайăххине чылай асăнчĕ пулин те çитменлĕхсем те çук мар иккен. 

Вăтам тата пĕчĕк бизнесра вăй хуракан сахал. Çавна пула хăш-пĕр сферăра кăтартусем пĕчĕк. Вĕсене те лайăхлатма майсем çителĕклĕ. Районта ĕçсĕр çын нумай. Мĕншĕн вĕсене ĕçпе тивĕçтерес мар? Шалăва конвертпа илекенсен йышĕ чакманран бюджет укçа-тенкĕ самай çухатать. Михаил Васильевич çитменлĕхсемпе кĕрешме чĕнсе каларĕ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас