Пĕрле тăрăшсан çитĕнÿ пулатех!

8 Çу, 2015

РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» партин Генеральнăй канашĕн Президиумĕн членĕ Алена Аршинова çак кунсенче Красноармейски районĕнче ĕçлĕ çулçÿревпе пулчĕ.

«Ача сачĕсем - ачасене»

Чи малтанах вăл «ТУС» АХО филиалĕнче - «КЕТРА» заводра - производство линийĕсене пăхса çаврăнчĕ, кирпĕч кăлармалли технологи процесĕпе паллашрĕ.

Ун хыççăн Алена Игоревна Красноармейскинчи «Çеçпĕл» ача садĕнче пулчĕ, унти пÿлĕмсене кĕрсе тухрĕ. Учреждени директорĕ Тамара Иванова каланă тăрăх - ку ача садне 1987 çулта хута янă, паянхи кун унта 90 ача çÿрет. 2 çул каялла косметика юсавĕ ирттернĕ, пĕлтĕр республика бюджетĕнчен уйăрнă нухратпа сĕтел-пукан туяннă. Кăçал çулла каллех юсав ирттерме палăртаççĕ. Алена Аршинова кунта çиелтен çеç мар, тĕплĕ юсамаллине, паянхи ачасен хальхи вăхăт ыйтнине туллин тивĕçтерекен ача сачĕсене çÿремеллине палăртрĕ. Вăл «Единая Россия» партин «Ача сачĕсем - ачасене» проекчĕн ертÿçи пулнă май шкулчченхи учрежденисенчи лару-тăрупа, вĕсем валли уйăрнă укçа-тенкĕпе мĕнлерех усă курнипе кăсăклансах тăрать.

«Çак проектпа килĕшÿллĕн регионсенче çĕнĕ ача сачĕсем хăпартаççĕ, киввисене тĕпрен çĕнетеççĕ. Çĕршыври экономика лару-тăрăвне шута илсе «Ача сачĕсем - ачасене» проекта пурнăçа кĕртме кăçал валли 10 млрд тенкĕ уйăрма йышăннăччĕ. Раççей Правительстви отчет тунă чухне «Единая Россия» фракци шкулчченхи вĕренÿ тытăмне модернизацилес ĕç малашне мĕнле пырасси çинчен ыйтрĕ. Правительство Председателĕн, парти ертÿçин Дмитрий Медведевăн хуравĕ пире савăнтарчĕ: вăл тепĕр 20 млрд тенкĕ уйăрассине пĕлтерчĕ. Чăваш Республикине 323,1 млн тенкĕ тивĕçĕ. Регионсене укçа валеçнĕ чухне вĕсем маларахри çулсенче федераци бюджечĕн укçипе мĕнлерех усă курнине те пăхаççĕ. Чăваш Ен ку енĕпе лайăххисен шутĕнче», - терĕ Патшалăх Думин депутачĕ ача сачĕн коллективĕпе йĕркеленĕ тĕлпулура. Вăл РФ Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн 2016 çул тĕлне 3-7 çулсенчи шăпăрлансене 100 проценчĕпех ача сачĕсемпе тивĕçтермеллине аса илтерчĕ. «Çеçпĕлте» ĕçлекенсем хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене те хускатрĕç, методист штачĕ çукки тĕрлĕ чăрмав кăларса тăратнине пĕлтерчĕç. Парламентари ялсенчи ача сачĕсен хуларисенчен нимĕнпе те кая мар пулмаллине палăртрĕ.

 

Пĕтĕмпех - çамрăк ăрушăн

Трак шкулĕнче Алена Игоревнăпа тĕл пулма инженер класĕсенче пĕлĕвне тарăнлатакан маттур вĕренекенсем - тĕрлĕ конкурс-олимпиада çĕнтерÿçисем - пухăннă. Вĕсем хăйсен пултарулăх проекчĕсемпе паллаштарчĕç. Депутат панă ыйтусене тĕплĕн хуравларĕç. А.Аршинова чăваш çамрăкĕсене мухтарĕ, пирĕн республикăра тăрăшуллисемпе хастаррисем нумаййине, чи маттуррисене хăй патне стажировкăна илнине пĕлтерчĕ. Пулас инженерсене Интернет урлă çыхăну тытма сĕнчĕ.

Тĕлпулура вăл ача сачĕсен строительствипе, реконструкцийĕпе çыхăннă проект евĕрлĕ пысăк ĕç кĕçех шкулсенче те пуçланмаллине палăртрĕ. «Хальхи йышши, хăтлă та пысăк çĕнĕ шкулсем тумалла пирĕн. Эпир парти Председателĕпе пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан системăна çĕнетсе улăштарни кирлех тесе калаçса татăлтăмăр. Паянхи кун хăшпĕр шкулта 2-шер сменăпа вĕренеççĕ, 3 субъектра 3-мĕш смена та пур. Ун пек чухне ачасен кружоксене, спорт секцийĕсене çÿреме вăхăт çукрах. Çавăнпа экономика аталаннăçемĕн шкулсен строительствипе реконструкцийĕ валли бюджетран укçа уйăрма май тупасса шанатпăр», - терĕ.

Парламентари ялти шкулсен спорт залĕсене юсамалли проект çинчен те сăмах пуçарчĕ. Пĕлтĕр ун валли 1 млрд та 800 млн тенкĕ уйăрнă. 2015 çулта - 1 млрд та 620 пин тенкĕ. Кашни зала юсамашкăн 1 млн та 200 пин тенкĕ пăхса хăварнă. 2014 çулта Чăваш Енре 40 спорт залне юсанă, урамри 2 площадкăна спорт оборудованийĕпе пуянлатнă, пĕтĕмпе 35 млн тенкĕ тăкакланă. Кăçал республикăна çак тĕллевпе федераци бюджетĕнчен 34 млн тенкĕ уйăрса парĕç. Алена Аршинова ку программăна ăнăçлă хутшăннă регионсем çеç унта заявка тепре тăратма пултарнине аса илтерчĕ, тĕрлĕ проекта пурнăçлас тĕлĕшпе хастарлăх кăтартнăшăн Чăваш Республикин ертÿçисене тав турĕ, «Командăпа ĕçлесен çитĕнÿ тума май килетех!» - терĕ.

 

Тавах сире Çĕнтерÿшĕн!

Райадминистрацин пĕчĕк залĕнче Алена Аршинова Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă ветерансемпе тĕл пулчĕ. Михаил Прохорович Прохорова, Иван Харитонович Харитонова, Нестер Васильевич Васильева Çĕнтерĕве çывхартас ĕçе хăйсен тÿпине хывнăшăн, килес ăрусене мирлĕ пурнăç парнеленĕшĕн чĕререн тав турĕ, кашнине парне пачĕ. Алена Игоревна хăйĕн мăн аслашшĕпе мăн кукашшĕ те вăрçăра тăшманпа çапăçнине, вĕсемпе тивĕçлипе мухтаннине палăртрĕ. Шел, мăн аслашшĕ 1944 çулта Ленинград çывăхĕнче хыпарсăр çухалнă. Хăй вăл Çĕнтерÿ кунĕнче çывăх çыннисен сăнÿкерчĕкĕсемпе «Вилĕмсĕр полк» акцие хутшăнасси çинчен пĕлтерчĕ.

Красноармейски райадминистраци пуçлăхĕ Андрей Шестаков Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа районта ирттерекен мероприятисем çинчен каласа кăтартрĕ. Çĕнĕлĕхсенчен пĕри - районти техника парачĕ. Çавăн пекех парашютистсем Çĕнтерÿ ялавĕпе сикме хатĕрленеççĕ.

Михаил Прохоров хаяр вăрçă çулĕсене аса илнĕ май халăхсен туслăхĕ тĕп вырăнта пулнине аса илтерчĕ. «Пирĕн взводра 21 наци çынниччĕ, нихăшĕ те пĕр-пĕрне хурламан. Пурин те пĕр тĕллев пулнă: Тăван çĕршыва хÿтĕлесси. Пурте пĕр шухăшлă пулни, кар тăни çĕнтерме пулăшрĕ те», - терĕ Михаил Прохорович. Нестер Васильев фронта 1942 çулхи август уйăхĕнче кайнă. Сталинград çывăхĕнчи, Курск пĕккинчи, Кенигсберга ирĕке кăларнă чухнехи çапăçусене аса илчĕ вăл.

Сумлă хăнасемпе ветерансем Мухтав монуменчĕ умне чечексем хучĕç.

Çав кунах Алена Аршинова райадминистрацире граждансене харпăр хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕ.

 

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА