Чăваш музыкин фестивалĕ иртĕ

24 Кăрлач, 2019

Нарăс уйăхĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш музыкин фестивалĕ иртĕ.

Ун çинчен пресс-конференцире театр директорĕ Валерий Клементьев, театрăн илемлĕх ертÿçи Сергей Кисс, Ольга Нестерова тĕп дирижер тата Валентин Федоров тĕп художник каласа пачĕç. Вĕсем пĕлтернĕ тăрăх — фестиваль нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче гала-концертпа уçăлĕ. Унта чăваш композиторĕсен илемлĕ юрри-кĕвви янăрĕ, çавăн пекех уява тĕрлĕ театрти сумлă артистсене те чĕннĕ. Программăна Григорий Хирбюн «Нарспи», Федор Васильевăн «Шыварманĕ» оперăсене тата «Сарпике» балетне кĕртнĕ. Нарăсăн 21-мĕшĕнче пĕлтĕр пĕрремĕш хут сцена çине кăларнă «Аттила» балет кăтартĕç.

Чăваш музыкин фестивалĕ пирки калаçнă май театр ертÿлĕхĕ наци кадрĕсем енĕпе йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнине палăртрĕ. «Чăвашла пĕлекен солистсем сахал пирĕн. Аслă çулти рольсене калăпламашкăн артистсем çителĕклĕ тĕк çамрăккисем валли специалистсем çук. Пирĕн республикăри аслă шкулсенче те ку енĕпе уйрăммăн ĕçлемеççĕ», — терĕ Анатолий Ильин режиссер. Театр чăваш мюзиклĕ лартма хатĕрленнине те пĕлтерчĕç.

ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çырура палăртнă тĕллеве — театр коллективĕсене кашни районпа хулана çитсе килмелле — пурнăçа кĕртме шухăшлать чăваш театрĕн ертÿлĕхĕ. Гастрольте пулнă май унта пултаруллă çамрăк юрăçсене тупасса шанаççĕ вĕсем.

www.hypar.ru

Андрей МИХАЙЛОВ.

 

Рубрика: 

Комментари хушас