Юристсем професси уявне паллă турĕç

5 Раштав, 2018

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче юристсем кăçалхипе вуннăмĕш хутчен професси уявне паллă турĕç. Çавна май паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикинчи Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви савăнăçлă мероприяти йĕркелерĕ. Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннăранпа 25 çул çитнине халлаларĕç ăна.

Юридици тытăмĕнче вăй хуракансене, вĕсем вара республикăра темĕн чухлех: судсем, суд приставĕсем, прокуратура тата право хуралĕн ĕçченĕсем, айăплава пурнăçлакан служба, адвокат тата нотариус палатисем, саламлама ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, сумлă ытти хăна пухăнчĕ.

— Конституци — çынсен прависене сыхлакан çирĕп никĕс. Влаç органĕсене шанать халăх. Кунта хăйсен ĕçне пĕлсе пурнăçлакан юристсен тÿпи пысăк. Шăпах вĕсем саккунсене, палăртнă йĕркене халăха çывăх ăнлантарни пĕлтерĕшлĕ, — палăртрĕ Михаил Васильевич юристсене саламланă май.

ЧР юстици министрĕ Наталья Тимофеева тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ çинчен калакан саккуна республика малтисен ретĕнче йышăннине палăртрĕ. ЧР Пуçлăхĕн сĕнĕвĕпех кăçал «Юристсем — халăх валли» проект пурнăçланать.

Уявра черетлĕ наградăсем те хуçисене тупрĕç. Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Енри управленийĕ йĕркеленĕ «Чăваш Республикинчи юридици тÿлевсĕр чи лайăх пулăшăвĕ» юридици премийĕн лауреачĕсене те шăпах çак уявра чысларĕç.

Сăмах илнĕ май Управлени ертÿçи Ольга Никонова халăха тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ пани питех те пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Ку ĕçрен пăрăнманнисене чунран тав турĕ. Массăллă информаци хатĕрĕсем те тимлĕхсĕр юлмарĕç, асăннă пуçарăва май пур таран хутшăнма тăрăшнăшăн ырă сăмаха тивĕçрĕç. Ахаль мар. Çÿлерех асăннă конкурс лауреачĕсен йышĕнче «Хыпар» издательство çурчĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçат редакцийĕ те пур. Халăха право пĕлĕвĕ парас тĕлĕшпе пысăк ĕç тунăшăн палăртнă ăна.

www.hypar.ru Автор тата cap.ru сăн ÿкерчĕкĕсем.

Теги: 

Комментари хушас