Кĕрхи калча япăх шăтнă
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян ирттернĕ канашлура кĕрхи калчасем япăх шăтнине те тишкерчĕç.
Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республика кĕрхи культурăсене 105 пин гектар акма палăртни çинчен каларĕ. Хальлĕхе 101,5 пин гектара яхăн акнă, тата 500-600 гектар хушăнать-тĕр. «Калчасене шăтмашкăн 7-8 градусран кая мар ăшă кирлĕ. Шăтса тымарланса ĕлкĕрессе шанатпăр», — терĕ Сергей Геннадьевич. Çанталăка пула, авă, çĕр улми тухăçĕ те пысăк мар: кашни гектартан вăтамран – 173 центнер. Апла пулин те, Михаил Игнатьев шучĕпе, пĕтĕмĕшле илсен çулталăк хресченшĕн ăнăçлă. Тухăç пысăк мар пулин те — хаксем лайăх.
Комментари хушас