Промышленноçа аталантарассине канашлура сÿтсе яврĕç

5 Çĕртме, 2020

Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Республикинче промышленноçа аталантаракан фондăн тата инвестици ĕçĕ-хĕлĕн стратегийĕпе, ЧР аталану корпорацийĕпе çыхăннă ыйтупа канашлу иртрĕ.

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Алексеев çак эрнере республикăри промышленноç предприятийĕсене тухса çÿреме тивнине, çавна май промышленноç ĕçĕ-хĕлĕпе çывăхрах паллашма май килнине пĕлтерчĕ. Тĕпрен илсен, коронавирус пандемийĕ вĕсене самай чăрмантарчĕ, ĕç-хĕл тинех пĕчĕккĕн йĕркеленме пуçларĕ. «Çапах та мĕн пуррипе лăпланса лармалла мар, малалла аталанмалла, çĕнĕ территорисене ĕçлеттерсе ямалла, — терĕ вăл. — Пирĕн валли çăмăллатнă ытти майсем те пур. Енчен те ĕçе хамăртан 1 тенкĕ яратпăр пулсан, федераци ун çумне 9 тенкĕ хушса парать. Çавăнпа та пуçаруллăрах пуласчĕ, меллĕ майсемпе усă курма тăрăшасчĕ».

Канашлура ЧР промышленноç тата энергетика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Голубцов тата ЧР аталану корпорацийĕн генеральнăй директорĕ Александр Спиридонов тухса калаçрĕç. Вĕсем фондăн хальхи вăхăтри ĕçĕ-хĕлĕпе, малашлăхри тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç. Çавна май ку енĕпе çак тапхăрта тăракан çивĕч ыйтусене палăртрĕç.

www.hypar.ru enc.cap.ru сăн ÿкерчĕкĕ.

Рубрика: 

Комментари хушас