Коррупци тымар ан ятăр

5 Утă, 2018

Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев коррупцие хирĕç тăрас ĕçе йĕркелекен комисси ларăвне ирттерчĕ. Канашлăва видеоконференц-çыхăну мелĕпе хуласемпе районсен администрацийĕсен ертÿçисем те хутшăнчĕç.

Кун йĕркине кĕртнĕ пĕрремĕш ыйтупа ЧР вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алевтина Федорова доклад турĕ, республикăри аслă вĕренÿ заведенийĕсенче коррупци преступленийĕсенчен сыхланас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕç-хĕлпе палаштарчĕ. Ку енĕпе профилактика меропроиятийĕсем тĕпре. Хальхи вăхăтра республикăра 14 аслă шкул ĕçлет, вĕсенче 37 пине яхăн студент вĕренет. Алевтина Николаевна пĕлтернĕ тăрăх — коррупци палăрас хăрушлăх уйрăмах сессисен вăхăтĕнче пысăк. Çавăн пекех преподавательсем парне илес йăларан халĕ те хăтăлаймаççĕ. Çакнашкал преступленисенчен асăрхаттарас тĕллевпе аслă шкулсенче студентсен право пĕлĕвне ÿстерес тĕлĕшпе пусăм туса ĕçлеççĕ, калаçусем, çавра сĕтелсем, ытти мероприяти йĕркелеççĕ.

Хальхи вăхăтри çивĕч тепĕр ыйту вăл — муниципалитет йĕркеленĕвĕсен аренда тÿлевĕсен пысăк парăмĕ. ЧР юстици министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Вязов пĕлтернĕ тăрăх — патшалăх пурлăхĕпе тата çĕр лаптăкĕсемпе усă куракансен муниципалитетсен умĕнчи парăмĕ 258 миллион тенкĕне çитнĕ. Çак кăтарту Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисен, Етĕрне, Муркаш, Шупашкар районĕсен уйрăмах пысăк. Район администрацийĕсен пуçлăхĕсем парăмçăсемпе суд урлă ĕçленине пĕлтерчĕç. Михаил Игнатьев вĕсемпе çирĕпрех пулмалли çинчен каларĕ. ”Пĕрисем тÿлеççĕ. Теприсен мĕншĕн тÿлемелле мар? Ирĕксĕрех кунта коррупци сĕмне шырама пуçламалла пулать”, — терĕ Пуçлăх.

Виççĕмĕш ыйтупа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР Пуçлăхĕн Администрациĕн ертÿçи Юрий Васильев калаçрĕ, патшалăх влаç тата вырăнти хăй тытăмлăх управленийĕн органĕсенче коррупципе кĕрешес енĕпе туса пыракан ĕçсемпе паллаштарчĕ.

Михаил Игнатьев лару ĕçне пĕтĕмлетсе коррупцие хирĕç тăрасси кашнин тÿрĕ тивĕçĕ пулнине палăртрĕ. ”Патшалăх, халăх интересĕсене хÿтĕленине яланах асра тытăр”, — терĕ.
 

Теги: 

Комментари хушас