Коррупци пирки пĕлтер

23 Юпа, 2015

Раççей Федерацийĕн гражданĕсем Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсенчи коррупци тĕслĕхĕсем çинчен пĕлтермелли «хĕрÿ лини» йĕркеленĕ.

«Хĕрÿ линие» «Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсенчи коррупци тĕслĕхĕсене вăхăтра пÿлес тĕллевпе уçнă.

Граждансем Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсенчи коррупци тĕслĕхĕсем çинчен пĕлтермелли «хĕрÿ лини» телефонĕ: 8/8352/ 64-20-25 /ĕç кунĕсенче 8-тан пуçласа 12 сехетчен тата 13-рен пуçласа 17 сехетчен/.

Граждансем Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсенчи коррупци тĕслĕхĕсем çинчен «хĕрÿ линипе» электрон мелĕпе пĕлтернисене йышăнмалли электрон почтин адресĕ: corruption21@cap.ru.

Коррупци тĕслĕхĕсем çинчен «хĕрÿ лини» телефонĕпе евитленĕ май гражданинăн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне /юлашкине - пур пулсан/, çыхăнмалли телефон номерне, хурав ямалли почта адресне пĕлтермелле.

Электрон мелĕпе corruption21@cap.ru. адрес­па евитленĕ май гражданинăн хушаматне, ятне, ашшĕ ятне /юлашкине - пур пулсан/, хурава электрон докуменчĕн формипе ямалла пулсан электрон почтин адресне е хурава çырупа ямалла пулсан почта адресне пĕлтермелле.

«Хĕрÿ линипе» йышăннă ыйтусене федерацин «Раç­çей Федерацийĕн гражданĕсен ыйтăвĕсене пăхса тухмалли йĕрке çинчен» тата «Коррупципе кĕрешесси çинчен» саккунĕсемпе çирĕплетнĕ йĕркепе тишкереççĕ.

Тĕплĕ информацие Чăваш Республикин влаç органĕсен «Интернет» информаципе телекоммуникаци сетĕнчи порталĕнче /«Коррупципе кĕрешесси»/ вырнаçтарнă.

Теги: