Тĕплĕн тăрăшса

14 Пуш, 2018

Муниципалитетсем ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çуракине хатĕрленес ĕç мĕнле пынине тишкерме тытăнчĕç. Анчахрах Канаш районĕнче администраци пуçлăхĕ Владимир Степанов ертсе пынипе агроинженери конференцийĕ иртнĕ.

ЧР Ял хуçалăх министерствин тĕп специалисчĕ Наталия Гаврилова ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен пĕлтĕрхи финанс кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май тухăçа ÿстермеллине тата пахалăха лайăхлатмаллине, çакă продукцие конкуренцие тÿсĕмлĕ хатĕрлеме май панине палăртнă.

Шалăва çуллен хăпартни çитĕнÿсем тума хавхалантарать. Ăна чылай хуçалăх самаях ÿстернĕ. Çав вăхăтрах сахал тÿлекенсем те пур. Районĕпе вăтам ĕç укçи 2016 çулта — 15394, пĕлтĕр 15924 тенкĕ пулнă. Анчах вăл «Цивиль» колхозра виçĕм çул — 8100, пĕлтĕр 9540 тенкĕпе çеç танлашнă. «Урюм» ял хуçалăх производство кооперативĕнче те тивĕçтермест: 9974 тата 10317 тенкĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитетсен пĕлтĕрхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ май çамрăк специалистсене пĕчĕк шалупа илĕртме май çуккине çине-çине асăнчĕ. Канашсен ку ыйту пирки тĕплĕн шухăшлама вăхăт.

Ÿсĕмлĕ аталанма тупăшлă вăй хуни пулăшать. 2017 çулта тырă лайăх пулнăран йÿнĕпе сутăнчĕ. Виçĕм çул кашни центнерне районĕпе вăтамран 720 тенкĕпе вырнаçтарнă, пĕлтĕр 576 тенкĕпе кăна. Çав вăхăтрах çаврăнăçуллă 2 хуçалăх хăй хаклăхĕнчен 33 тата 26 процент пысăкрах хакпа сутма пултарнă, тăкак тÿсмен.

Район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăну тытакан пайăн тĕп специалисчĕ Валерий Долгов аграри çуракине ирттерме епле хатĕрленнипе паллаштарнă. Ăна пысăк пахалăхпа та кĕске вăхăтра ирттерме тĕплĕн, çине тăрса хатĕрленме сĕннĕ. Кăçал 13100 гектар — пĕрчĕллĕ, 8934,7 гектар — выльăх апачĕлĕх, 2911,9 гектар техника культурисем акмалла, 190 гектар — çĕр улми, 17 гектар пахча çимĕç лартмалла. Тырă вăрлăхĕ акма кирлин 92% пур, 56 процентне кондицие лартнă. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.