Çĕнĕ сцена - çĕнĕ варкăш

15 Нарăс, 2018

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ йĕркеленнĕренпе кăçал 85 çул çитет. Сумлă юбилее пултарулăх коллективĕ хăйсен çуртĕнче тата çĕнĕ сцена çинче кĕтсе илет. Çак пулăма халалласа артистсемпе куракансем «Çĕнĕ сывлăш — Çĕнĕ варкăш — Кĕтрет» уяв каçне пухăнчĕç.

Аса илтеретпĕр, ЧР Юстиципе пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн 2016 çулта çамрăксен театрне «Çеçпĕл» кинотеатр çуртне панă. Малтанхи çулхинех театр коллективĕ хăйсен вăйĕпе фойене юсаса çĕнетрĕ. Унтан ачасем валли 135 çын вырнаçакан пĕчĕк зала /пуçтарăнакан сцена тунă/ çĕнетсе хута ячĕç. «Театр — ачасене» проект уйăрнă укçапа ятарлă çутă хатĕрĕсем илсе вырнаçтарнă. Пĕчĕк залра çавăн пекех çĕнĕ кинооборудовани лартнă, фильмсем кăтартма май туса панă.

Театр пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх — пысăк зала юсамашкăн республика бюджетĕнчен 12 миллион тенкĕ уйăрнă. Ку укçапа сценăна çĕнетнĕ, тĕрлĕ оборудовани туяннă, т.ыт.те. Юсав ĕçĕсене 2018-2020 çулсенче те тума палăртаççĕ. Ку тĕллевпе ятарлă проект хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн капиталлă юсав ирттермелле: пысăк зала хăтлăлатмалла, техника цехĕсемпе пÿлĕмсем тумалла, çутă тата ăшă паракан тытăма çĕнетмелле.

Уйрăм çурт театр коллективне пултарулăх енĕпе аталанма, çĕнĕ проектсем хатĕрлеме майсем туса панă. Акă 2017 çулта ташă тата театр енĕпе ача-пăча студийĕсем уçнă. Çеçпĕлçĕсен малашнехи тĕллевĕсем те пысăк. Сăмахран, çу уйăхĕнче театр Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале йышăнĕ, юпа уйăхĕнче ача-пăча драматургийĕн форумĕ ĕçлĕ, тепĕр уйăхранах театрта çамрăксен наци театрĕсен фестивалĕ иртĕ. Çавăн пекех артистсем ЧР Пуçлăхĕн гранчĕ пулăшнипе «Асамлă вăй» спектакль хатĕрлеççĕ.

ФОТОРЕПОРТАЖ...

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас