Шупашкар районĕнче пĕлтĕрхи кăтартусене пĕтĕмлетрĕç
Паян Шупашкар районĕн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн 2017 çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç, кăçал пурнăçламалли тĕллевсене сÿтсе яврĕç. Пысăк пĕлтерĕшлĕ çак мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, республикăри министерство-ведомство представителĕсем, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем те хутшăнчĕç.
Тĕлпулу кăмăллă самантран пуçланчĕ: сумлă хăнасем ĕçре пысăк çитĕнÿ тунă çынсене — патшалăх наградисем, пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ çамрăксене Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнине ĕнентерекен свидетельствăсем парса чысларĕç. Канашлăва уçнă май Михаил Игнатьев районсенче йĕркелекен çакнашкал тĕлпулусем вырăнта пурăнакансен шухăш-кăмăлне лайăхрах пĕлме пулăшнине палăртрĕ.
Иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе Шупашкар районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Димитриев паллаштарчĕ. Унăн докладĕнчен çакă паллă пулчĕ: районта пĕлтĕр çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатма май паракан нумай ĕç пурнăçланă, çапах ĕçлемелли те тата нумай-ха.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ районта ĕç укçин шайне ÿстермеллине, унсăрăн çамрăксене яла илĕртме май çуккине пĕлтерчĕ. Район ертÿлĕхĕн, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен тата хăш енĕпе тăрăшарах ĕçлемелли çинче чарăнса тăчĕ. Кăтартусене малашне те лайăхлатса пыма ăнăçу сунчĕ.
Комментари хушас