Хуньăмпа пĕрле виçĕ эрне – çăтмахра

26 Раштав, 2017

Çывăрма хатĕрленнĕччĕ — телефон шăнкăртатрĕ. «Ялтан! — терĕ арăм. Пиччĕшĕ Юрий калаçнине тимлĕн итлесе пĕтерчĕ. «Тумлан,  кайрăмăр!» — команда пачĕ вăл. Хуньăм мунча хыççăн хăйне япăх туйма пуçланă-мĕн.

— Больницăнах вырттарасчĕ! — шухăшне татăклăн каларĕ тухтăрта вăй хуракан мăшăр ашшĕне тĕплĕн тĕрĕсленĕ хыççăн.

— Çук, выртмастăп больницăна! — пат! татса хучĕ хальччен хăлхи лайăх илтмен хуньăм. — Выртмастăп! Кинĕм пăхать, укол та тăвать!Епле ÿкĕте кĕртмелле-ши? Манăн шухăшпа килĕшекенччĕ хуньăм. Инсульт хыççăн сусăрланса юлнăран сыватмăшра хамăн та кашни çулах выртмалла-ха. Красноармейски район больници мана çирĕплетнĕ Шупашкарти Васкавлă медицина пулăшăвĕн больницин филиалĕ пулса тăнине аса илех кайрăм, апла хуньăмпа пĕр сыватмăшрах выртма пулать!

— Пĕрле выртатпăр, атте! — терĕм вара.

Хăйĕншĕн кирлĕ сăмах пулчĕ те — çийĕнчех илтрĕ те, ăнланчĕ те.

— Выртатăп! — килĕшсе çирĕппĕнех хуравларĕ ватă моряк, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче фашистсене аркатнă, ун хыççăн Инçет Хĕвел тухăçра яппун самурайĕсене тĕп тума хутшăннă, яла таврăнсан ĕмĕрĕпех тăван Янкасра платникре вăй хунă аслă матрос Димитриев.

— Паллиативлă уйрăма, иксĕре те! — пĕлтерчĕç кирлĕ хутсене тыттарса районти стационара вырттаракан йышăну пÿлĕмĕнче. Кунашкал уйрăм сыватмăшра пуррине пирвайхи хут илтрĕм пулин те ыйтсатĕпчесе тăмарăм — ара, ветерана начар вырăна ямĕç ĕнтĕ! Маншăн — пĕрех, тĕллев — хуньăма пăхса, сывлăхне çирĕплетсе кăларасси.

Ку уйрăм, чăннипех те, уйрăм. Вăл район больницин картишĕнче пĕр хутлă çуртра вырнаçнă. Алăкран кĕнĕкĕменех çан-çурăма та, чуна та ăшăлăх хупăрласа илчĕ. Йăл кулăллă шурă халатлă хĕрарăм пычĕ те хуньăмпа иксĕмĕре те, виçĕ ураллă /туяллă/ çынсене, алă пачĕ:

— Атьăр, чи малтан врач патне, — чăвашла тараватлăн калаçса хĕрарăм врач пÿлĕмне кĕртсех ячĕ.

«Больница» сăмахран хăрама хăнăхнă та эпир — ирĕксĕртен, хĕссе çитсен çеç çÿрекелетпĕр унта... Больницăна «пĕр эрнелĕх» тесе килнĕччĕ-ха эпир. Виçĕ эрне виçĕ кун пек сисĕнмесĕр иртрĕ. Эмелĕ-мĕнĕ те пулăшрĕ пулĕ — кашни кун врач хушнă йĕркепе мĕн пур процедурăна кал-кал, тĕплĕн, пĕр тикĕс туса ирттереççĕ сестрасем. Манăн хуньăмăн, килте темĕн тĕрлĕ тутлă апат-çимĕçе те çименскерĕн, аппетичĕ уçăлса кайрĕ, — яшка таврашне айккинелле тĕксе лартаканскер апат çиес енĕпе манран вуçех юлми пулчĕ. Пĕрремĕшне те, иккĕмĕшне те тиркемест. Ылтăн кинĕ килтен илсе килнĕ катлетсене холодильнике хуми пулчĕ. Чунăм савăнать хуньăмăн сăнĕ-пичĕ çуталса, çавракаланса пынине курса. Маншăн вара процедурăсем çук вăхăтра чăн-чăн «экзамен» пуçланать. Темĕн те пĕлете вăл, тĕрĕслет те тĕрĕслет мана: хăй пĕлесшĕн ыйтать-ха— ăнланатăп. Самолетсем, карапсем, автомобильсем çинчен тытăнсан — тÿрех ик алла пĕр харăс çĕклетĕп. Аптăранипе арăмран энциклопеди килсе пама ыйтрăм. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.