Ял çыннине клуб кирлех

20 Раштав, 2017

Тăвай районĕнчи Тăрмăш салинчи фольклор ушкăнĕ пире юрласа, ташласа кĕтсе илчĕ. Сцена çинчи 5 купăсçăран пĕри, хĕрарăм, хăйĕн пултарулăхĕпе уйрăмах тыткăнларĕ. Купăс каланă вăхăтрах тапăртатса ташларĕ… Халăх чылайччен алă çупрĕ. Вăл — ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Тăвай халăх хорĕн ертÿçи Римма Маркова. Римма Павловнăн чун хавхаланăвне пăхса тата раштавăн 15-мĕшĕнче Тăвай, Канаш, Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи çĕнетнĕ, çĕнĕрен тăвакан культура çурчĕсене çитсе курнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетрĕм: ял çыннине клуб кирлех!

Çын ĕçленипе кăна пурăнмасть, чун валли те савăнăç кирлĕ. «Укçа-тенке культура вучахĕсем валли ахалех тăкаклаççĕ, ял хуçалăхне ытларах аталантармалла», — теççĕ хăшĕсем. Пултаруллă çын пур енĕпе те маттур: ĕçре те сатур, юрă-ташăра та ăста. «Çĕр ĕçченĕсен лайăх канма май пулсан уй-хир çум курăкпа хупланмĕ», — тенĕ авалхи Китайра. Пурнăç чăнлăхĕ пурах çак каларăшра. Тăвай тăрăхĕнчи Тăрмăшри культура çуртĕнче паян пурнăç вĕресе тăрать. Кунта тĕрлĕ мероприяти, уявсемпе спорт ăмăртăвĕсем ирттереççĕ.

Учрежденире вулавăшпа спортзал та

пур. Вĕсенче пултарулăх коллективĕ-

семпе секцисем ĕçлеççĕ. Халăх ячĕллĕ

«Тăрмăш» фольклор ансамбльне 24

çын çÿрет. Вĕсем хăйсен пултарулăхĕ-

пе паллаштарма кÿршĕ ялсемпе район-

сене те çитеççĕ. Сăмах май, хăй вăхăтĕ-

нче Тăрмăшра халăх хорĕ вăйлă пул-

нă. Унăн чапĕ тавранах сарăлнă. Тăр-

мăшсем 1954 çулта Кремльте юрла-

нă. «Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче

культура çурчĕ 11 çул хутăнмасăр лар-

нă. Ăна 2004 çулта хута ятăмăр. Çурт

тăррине улăштартăмăр. Вырăнти ар-

тистсен тумĕсене çĕнетрĕмĕр. Тумалли

тата нумай: урай улăштармалла, сценă-

на юсамалла», — терĕ ЧР культурăн тава

тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Тăрмăш» халăх фоль-

кор ансамблĕн ертÿçи Елена Матросова.

Мучар ялĕнчи культура çуртне юсаса

çĕнетме кăçал 429,4 пин тенкĕ уйăрнă.

Клуб çумĕнче «Сударушка» ушкăн йĕр-

келенĕ, кружоксем ĕçлеççĕ. Мучар — вы-

рăс ялĕ, кунта ĕлĕкхи тĕн йăли-йĕркине

пăхăнса пурăнаççĕ. Хăй вăхăтĕнче вы-

рăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Зоя

Бахмисова пенсионер каласа кăтартнă

тăрăх, Чăваш хутлăхне Мускав тăрăхĕ-

нчи вырăссем вун улттăмĕш ĕмĕрте

куçса килнĕ. Ĕлĕкхи тĕнпе пурăнакансе-

не хăваланипе çыхăннă ку. Вĕсене вăр-

манлă тăрăха Можаров хушаматлă çын

ертсе килнĕ-мĕн. Çавăнпа ялне Можарки

тенĕ. Мучарсем чăвашсемпе, ытти наци

çыннипе килĕштерсе пурăнаççĕ. Çав вă-

хăтрах хăйсен йăли-йĕркине упраççĕ,

йăхран йăха куçарса пыраççĕ. «Суда-

рушка» пултарулăх ушкăнĕ пире авалхи

вырăс юррисене юрласа пачĕ. «Я когда-

то была молодая» авалхи юрра пухăн-

нисем уйрăмах ăшшăн йышăнчĕç. Кун-

та паянхи кунчченех «Тăри кунне» анлăн

паллă тăваççĕ. Çав кун чустаран тăри

пĕçерсе ачасене хăналаççĕ. Питрава

та шавлăн уявлаççĕ. Мĕн ĕлĕкрен кун-

та çулла пысăк ярмăрккă иртет. Хăнасе-

не сĕре тарават вĕсем. Мучар севок су-

хан туса илессипе те палăрать. «Пирĕн

севок çĕрмест. Хăй вăхăтĕнче эпир ăна

Кубăна та ăсататтăмăр. Пирĕн сухан

пирки Мускавсем те пĕлеççĕ», — каласа

тĕлĕнтерчĕ Мучар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ

Ольга Шакшина. «Ĕçрен киленÿ илетĕн

тĕк — пурнăç лайăх», — çырса çапнă Му-

чарти культура çуртĕнче. Малалла вулас...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.