Çĕмĕрле хула администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхне суйланă
Ĕнер Çĕмĕрле хула администрацийĕнче вырăнти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта республикăн вице-премьерĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин та хутшăннă.
Депутатсем хула администрацине ертсе пыракана палăртнă. Ку тилхепене вĕсем çак тивĕçе кăçалхи утă уйăхĕн вĕçĕнченпе пурнăçланă Алексей Григорьева (сăн ÿкерчĕкре - варринче) тыттарнă. Çĕнĕ пуçлăхпа тунă ĕç килĕшĕвĕнче Алексей Григорьев хулан сити-менеджерĕн должноçне паянтанпа йышăннине палăртнă.
Комментари хушас