Кире пуканĕ йăтакансен "Хыпар" хаçат парнисемшĕн иртекен Пĕтĕм Раççейри турнирĕ эрнекун 12 сехетре уçăлĕ

17 Юпа, 2017

Кире пуканĕ йăтакансем юпа уйăхĕн 20-22-мĕшĕсенче «Хыпар» хаçат парнисемшĕн Пĕтĕм Раççейри турнира пухăнассине эпир темиçе те хыпарланăччĕ.  Аса илтерер, кăçал вăл Шупашкарти «Спартак» спорт керменĕнче иртĕ. Турнира официаллă майпа эрнекун 12 сехетре уçмалла. Маларах ку вăхăта 14 сехет валли палăртнăччĕ.

Кăçалхи турнира пухăнакансем «Раççей спорт мастерĕ» ята тивĕçессишĕн те ăмăртĕç. Çĕршыв шайĕнчи ăмăртăва Раççейĕн 20-е яхăн регионĕнчи спортсменсем килсе çитмелле. Пăхаттирсене кире пуканĕ йăтакансен Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ, Куславкка тăрăхĕнче çуралнă, халĕ Санкт-Петербургра пурăнакан Сергей Кириллов хаклĕ.

 

 

Рубрика: 
Теги: 

Комментари хушас