Чӑваш Енре ирттернӗ шахмат онлайн-турнирне тӗрлӗ ҫӗршывран хутшӑннӑ

28 Ака, 2020

Канмалли кунсенче интернет уҫлӑхӗнче шахматла выляссипе пӗтӗм тӗнчери ача-пӑча онлайн турнирӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Енри Шахмат федерацийӗ "Шахмат планети" онлайн-лапамра йӗркеленӗ. (chessking.com)

Ҫамрӑк шахматистсен интерактивлӑ форматпа иртекен икӗ эрнелӗх ӑмӑртӑвӗсем Чӑваш Еншӗн ют мар. Хальхинче вӑл ытти ҫӗршывран та хутшӑнакансем пулнипе уйрӑлса тӑрать: Австри, Бразили, Узбекистан... Ҫавӑн пекех - Раҫҫейри 20 регион. Пурӗ - 200-е яхӑн хутшӑнакан. Спортсменсен ӳсӗмӗ - 9-15 ҫул.

Чи пӗчӗккисен ушкӑнӗнче 9 ҫула ҫитмен 59 ача тупӑшнӑ. Чӑваш Енри Павел Елесин 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

11 ҫула ҫитменнисен ушкӑнӗнче 70 яхӑн ачаран Чӑваш Ен хӗрӗсене ҫитекен пулман. Анна Герасимова ҫӗнтернӗ. Мария Сидорова 2-мӗш, Василиса Гришина 3-мӗш вырӑнсене тухнӑ.

13-15 ҫулсенчисен турнирӗнче 69 спортсмен тупӑшнӑ. Арҫын ачасен хушшинче Даниил Романов ҫӗнтернӗ. Хӗрачасен хушшинче пирӗн Маргарита Степанова 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫак ӳсӗмрисен ушкӑнӗнче Чӑваш Енри Динара Тагирова 3-мӗш вырӑна тухнӑ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментари хушас