"Ăраскала" кам пуçласа янă?
Чăвашрадио хушăран, уйрăмах телевиденипе радио юбилейĕсем умĕн, янкăс саслă пĕр хĕрарăма сăмах парать. Эх, çаптарать çакскер, хăлхуна тăратса тĕлĕнсе лар кăна! Вăл хăйĕн ĕçченлĕхĕпе тата тăкăнса тăракан таланчĕпе тĕлĕнтерет: спектакльсемпе концертсем нумай ÿкерсе кăтартнă иккен, тележурналистикăра çĕнĕ жанрсем никĕсленĕ, радиофестивальсемпе ялтан яла çÿренĕ, çамрăксен юратнă кăларăмне — «Ăраскала» — пуçарса янă тата ытти те.
Эпир мĕн ачаран çакна ĕненсе ÿснĕ: пирĕн телевиденипе радио тĕнчере чи лайăххи, вăл тĕрĕссине кăна калать тата кăтартать. Апла пулсан, чыс та мухтав телерадио ĕçченне!
Анчах Чăваш АССРĕн телевиденипе радио комитечĕн председателĕ пулнă П.А. Крысин кăларнă «Буквы складываю в слово» /Шупашкар, 2007/ кĕнекине уçса пăхатăн та çÿлерех асăннă «никĕслевçе» тав туса пуç таяс шухăш таçта кайса çухалать.
Кĕнеке титулĕ çине Раççей Вĕрентÿ министерствин тата И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ячĕсене вырнаçтарнă. П.А. Крысина кунта кĕнеке авторĕ кăна мар, пухса хатĕрлекен тесен те вырăнлă пулĕччĕ. Сборника Д.Ф. Семенов, А.Н. Аслут, А.С. Семенова, Е.Н. Никонов, Г.В. Краснов, А.Н. Николаев- Кÿльвар, И.П. Прокопьев тата ыттисен статйисемпе аса илĕвĕсене кĕртнĕ.
Кĕнекене уçкаланă май чĕрене çывăх пĕр сăмах малалла кайма тытса чарчĕ — «ăраскал». Чимĕр-ха, мĕн пирки пырать кунта сăмах? Сочи хулинче пурăнакан паллă радиожурналист тата сăвăç Альберт Николаев-Кÿльвар «Река моей жизни» асаилÿ çырса панă иккен асăннă кĕнеке валли. Унта вăл Чăвашрадиона мĕнле майпа тата кам пулăшнипе пырса кĕни пирки каласа парать, хăйĕн паллăрах передачисене асăнать, журналистикăри хăш-пĕр «чеелĕхсемпе» тата кулăшла самантсемпе паллаштарать.
Çамрăксен программи мĕнле пуçланса кайнине Альберт Николаевич акă мĕнле çырса кăтартать: «...Собственным корреспондентом Комитета по радиовещанию и телевидению при Совете Министров Чувашской АССР /пулнă çавăн пек вăхăт, учреждени ятĕнче радиона телевиденирен малта çырнă./ — Авт.: по Батыревскому кусту я стал 20 февраля 1968 года. Было это почти сорок лет назад!
И пошел я с репортерским магнитофоном по сельским дорогам Батыревского, Шемуршинского, Комсомольского районов. Людей изучал, местную колхозную жизнь освещал. 81
Неожиданно в начале июля вызывали в Комитет. Председатель П.А. Крысин был краток: «Поедете на неделю в Волгоград. Там состоится Всесоюзный съезд редакторов молодежных радиопередач».
Но ведь я не редактор, а всего лишь собкор, редактор В.Б-ва. Ну ладно, значит так решило начальство. Где-то 9-го или 10-го июля 1968 года в 5 часов утра стою у закрытых дверей Комитета. Свежо, и даже чуть прохладно. Не прошло и минуты, подъезжает белая «Волга» председателя. «Довезете товарища до Свияжска и сразу обратно, — сказал Павел Афиногенович. — А вы, Николаев, до Волгограда на пароходе, обратно — поездом».
Волгоград, Мамаев курган, экскурсия на ГЭС — память на всю жизнь. Разумеется, не зря был созван сьезд редакторов!
Через некоторое время председатель Комитета собрал весь коллектив. Состоялся серьезный разговор. Председатель в основном критиковал работу молодежной редакции, которой, по его словам, «пора уже вырасти из пионерских штанов». Задача — оживить молодежную тематику. Нужна новая программа. Начинать надо с сельской молодежи. Вот пусть возьмется за это собкор Альберт Николаев.
Искать, осмыслить все это было непросто. Надо сделать так, чтобы радио-слушатели искренне полюбили новую программу, с нетерпением ждали ее... Приближается новый 1969-й год! А это — в самый раз. И вот...
Первое января 1969 года в эфир выдали новую молодежную программу «Ăраскал» /Судьба/. Сначала прозвучали позывные, затем в два голоса поздравление с Новым годом и сообщение о рождении молодежной программы. В первой передаче звучал мой голос. Мною был организован основной материал в селе Комсомольское. Название «Комсомольское» населенному пункту было дано в 1938 году в память о шести комсомольцах, трагически погибших во время кулацкого восстания в январе 1922 года. Это о них вспоминали жители села спустя полвека. Очень актуально звучала тогда эта тема...
Со светлым чувством вспоминаю теперь те незабываемые годы...»
Çак йĕркесене вуласан пуçа тĕрлĕ шухăш пырса кĕрет. Тĕрĕснех çырать-ши Сочи хулинче пурăнакан радиожурналистика ветеранĕ? Пулать-çке пурнăçра çавăн пекки те: вăхăт иртнĕçемĕн пулни-иртни асра тĕксĕмленет е темиçе ĕç- пуç арпашса кайса чăнлăха пăсса хураççĕ. Тен, журналистсенчен пĕри мухтав утиялне хăй çине сĕтĕрет?
Çăмăлах мар пулин те, ыйтмах тиврĕ çакăн пирки Альберт Николаевичран /ик-виç çул каялла вăл аппăшне пытарма тата ытти ĕçсемпе Шупашкара килнĕччĕ/. «Кун пирки сăмахпа калани сахал, ĕнентермелли документсем кирлĕ. Пур ман ун пек хутсем», — терĕ вăл.
Кăштахран ман сĕтел çине бандероль килсе выртрĕ. Унта «Ăраскал» радиопрограммăн 1969 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчи микрофон хучĕсене копи туса чиксе янă.
Йыхрав:
1 САСĂ. Çĕнĕ йыхрав янăрать, туссем!
2 САСĂ. Çĕнĕ çулта йăлтах çĕнетес: передачăсене те, пурнăçа та, туйăмсене те...
1 САСĂ. Çамрăклăх — çĕнĕлĕхшĕн!
2 САСĂ. Кăçал пĕрремĕш хут радио хумĕ çине çамрăксен программи тухать.
Т.р.ссипе каласан???82
1 САСĂ. «ĂРАСКАЛ».
2 САСĂ. Ăраскал... Çакăн пек ят парас терĕмĕр çамрăксен программине. Телей, шăпа тенине пĕлтерет ĕнтĕ çак авалхи янăравлă чăваш сăмахĕ. Çамрă-клăхра хăйĕнче — ăраскал...
Кĕвĕ:.
1 САСĂ. Программăна уçма Альберт Николаев корреспондента ыйтар.
Хушса çырнинче Альберт Николаевич çакна палăртнă: «Çакăн хыççăн «Ăра-скала» эпĕ ертсе пытăм, тĕп передачăсем манăн... Çак программăра пĕрремĕш хут манăн «Çурçĕрти тайга сукмакĕсемпе», «Ленин хулинче çырнă дневник страницисенчен», «Аистсем телей илсе килеççĕ» тата ытти радиопередача ярăмĕсем эфира тухса палăрчĕç. Сахал мар репортажсем, радиокомпозици-сем, тĕрленчĕксем «Ăраскалăн» историне кĕрсе юлчĕç...»
Тата çапла хушса хуни те пур: «Мана ку ним тума та кирлĕ мар...» Эпĕ малтанах иккĕленсе калани ăна кăштах кÿрентернĕ пулмалла.
«Мĕншĕн-ха редактор пур çĕртенех вырăнти корреспондента чĕнсе илсе съезда яраççĕ, çĕнĕ программа тума пухура хушса хăвараççĕ?» — ыйтрăм асăннă тĕл пулура.
«Çав редактор хăйне «пора вырасти из пионерских штанов» тесе ятласан эпĕ ун пек передачăсем хальччен хатĕрлесе курман тесе тÿрре тухасшăн пулчĕ. Председателĕн ирĕксĕрех урăх автор шырама тиврĕ», — пĕлтерчĕ журналистика ветеранĕ.
Чунне парса хатĕрленĕ передачăсем радиожурналистика историне хăй ячĕпе кĕрсе юлнă тесе шутлать автор. Анчах нумай çул иртсен ĕç-пуç пачах урăхла çаврăнса кайнă, Альберт Николаев-Кÿльвар ячĕ пачах илтĕнмест юбилей кăларăмĕсенче. «Энциклопедия чувашской журналистики» кĕнекене уçса пăхар-ха: çав хĕрарăм «создатель популярной радиопрограммы для молодежи «Ăраскал» /«Счастливая судьба»/ пулса тăнă. Çакна мĕнле хакламалла? Журналистика ветеранĕн Альберт Николаев—Кÿльварăн автор правине пăсни пулмасть-и ку? Саккун пирки сăмах пуçартăмăр пулсан çакна та палăртса хăварар: пултарулăх ĕçĕнче шухăш е канаш паракана, тĕрлĕ майсемпе пулăшса пыракана ав-тор шутне кĕртмеççĕ. Вăл енне кайсан Комитетăн ун чухнехи председательне «создатель» тесе калама сăлтавĕ ытларах та. Анчах вăл кун пирки шарламасть.
«Хăçанах пулнă ку ĕç, кирлех-ши кун пирки калаçма», — текен, пĕлсех тăратăп, тупăнать телерадио çуртĕнче. Анчах юбилейсене кашни пилĕк çулта палăртаççĕ, иртнĕ çул вĕçĕнче кăна «Ăраскала» кам пуçарса янине темиçе хутчен те пĕлтерчĕç. Чăваш телевиденипе радио историне тĕпчесе диссертацисем те хÿтĕлеççĕ, халиччен виççĕн ăслăлăх степенĕ илчĕç. Энциклопедисем, кĕнеке-альбомсем те тухкалаççĕ. Шел, Альберт Николаев-Кÿльвар ятне пĕрре те асăнмаççĕ. Малалла вулас...
Комментари хушас