Тĕрĕссипе каласан

28 Авăн, 2017

"Ăраскала" кам пуçласа янă?

Чăвашрадио хушăран, уйрăмах телевиденипе радио юбилейĕсем умĕн, янкăс саслă пĕр хĕрарăма сăмах парать. Эх, çаптарать çакскер, хăлхуна тăратса тĕлĕнсе лар кăна! Вăл хăйĕн ĕçченлĕхĕпе тата тăкăнса тăракан таланчĕпе тĕлĕнтерет: спектакльсемпе концертсем нумай ÿкерсе кăтартнă иккен, тележурналистикăра çĕнĕ жанрсем никĕсленĕ, радиофестивальсемпе ялтан яла çÿренĕ, çамрăксен юратнă кăларăмне — «Ăраскала» — пуçарса янă тата ытти те.