- Чăвашла верси
- Русская версия
Вутпа пĕтереймен ăна тăшман…
Валентина Петровăн «Хресчен сасси» хаçатăн 34-мĕш номерĕнче пичетленнĕ «Чăваш, хăв чĕлхÿне упра!» статйине вуласан алла ручка тытмасăр чăтаймарăм. Тăван чĕлхе ыйтăвĕ хальхи вăхăтра çивĕч пулнине кашниех ăнланать пулĕ.
Чăваш чĕлхи — чи авалхи тĕрĕк чĕлхисенчен пĕри. Унта ытти тĕрĕк чĕлхинче сыхланса юлман е тĕл пулман сăмахсем пуррине палăртаççĕ тĕпчевçĕсем. Кун пек сăмахсем вара тĕрĕк чĕлхисен историне пĕлме чылай пулăшаççĕ.
Тăван чĕлхе — кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ, хаклă. Вăл пулăшнипе эпир пĕчĕкрен пурнăçа ăнланма, шухăшлама вĕренсе пыратпăр. Пирĕн çĕршывра тĕрлĕ халăх пурăнать. Кашнийĕн тăван чĕлхи пур. Пирĕншĕн вара — чăваш чĕлхи. Вăл пулсан халăх та пурăнать. Ахальтен мар И.Я.Яковлев: «Чĕлхе пĕтсен халăх та пĕтет», — тенĕ.
Паллах, тăван чĕлхе мĕнле шайра аталанасси чи малтан хамăртан килет. Чăваш Енре пурăнатпăр пулин те анне чĕлхине пурте хисеплеместпĕр. Ялсенче чылайăшĕ ачисене вырăсла калаçтарать. «Эпĕ ни вырăс, ни чăваш, ялта не пурăнахаю», — теме пуçлĕç-ши пирĕн ачасем малашне. Вырăсла та пĕлмеллех, анчах чăваш ачин тăван чĕлхепе калаçмаллах.
Хальхи вăхăтра республикăра чăваш тата вырăс чĕлхисем патшалăх чĕлхисем шутланаççĕ пулин те ытларах пур ĕçе те вырăс чĕлхипе йĕркелеççĕ. Колхоз пухăвĕсене те, районти канашлусене те вырăсла ирттерме пуçларăмăр вĕт. Залра та, президиумра та чăвашсем лараççĕ, анчах тухса калаçакансем тарла-тарла вырăсла пуплеççĕ. Тепĕр чухне радиопа та чĕлхене пăсса калаçнине илтме тÿр килет. Уй-хире çум курăк акнă пек.
Икĕ-виçĕ çул салтакра е ют хулара пурăнса килнĕ хыççăн чăвашла маннă çынна эпĕ пачах та ăнланмастăп. Упăшкан шăллĕ 1980 çултанпа Таллинра пурăнать. Хĕсмет хыççăн унтах юлнă вăл. Кашни çулах яла килет, чăвашла таса, илемлĕ калаçать. «Анне сĕчĕпе вăй илнĕ, пĕчĕкрен калаçса ÿснĕ тăван чĕлхене мĕнле манăн?» — тет вăл. Малалла вулас...
Комментари хушас