Çĕнĕ Шупашкарта чиркÿ лавккинче вăрăсене тытса чарнă

15 Авăн, 2017

Çĕнĕ Шупашкарти чиркÿ хатĕр-хĕтĕрне сутакан лавккара икĕ каччă вăрă ĕçĕпе çакланнă.

Малтан вĕсем кĕлĕ кĕнекине пăхкаласа тăнă. Лавкка сутуçи тавар шыранă хушăра каччăсенчен пĕри алăк патне пăрăннă та юлташне кайма вăхăт тесе систернĕ.

Алăкран хыпăнса тухакан каччăсенчен пĕри лавккара ыр кăмăллăх укçи пухма лартнă ешчĕке хĕвне персе чикнĕ иккен. Çакна сутуçă асăрхасан полицие чĕнмелли кнопкăна пуснă. Çав вăхăтра юнашар çуртран тухнă чиркÿ çынни таракан каччăсене хăвалама пикеннĕ. Пĕрне тытса чарнă, тепри куçран çухалнă. Иккĕмĕш вăрра, 17 çулти каччăна, тепĕр кунхине тытса чарнă.

Йĕрке хуралçисем каланă тăрăх, яшсем пакунлисен куçĕ тĕлне унччен те лекнĕ.

 

Комментари хушас