Вите тума илнĕ кредит суда çитернĕ
Элĕк районĕнче пурăнакан виçĕ çын патшалăха улталама шухăш тытнă. Пысăк шар кăтартман пулин те саккун пуçран шăлмасть-çке.
2015 çулта хайхисем банкран хушма хуçалăха аталантарма тесе кредит илнĕ. Тĕллевлĕ çак укçан процент ставкине патшалăх саплаштарать те, хакла лармасть ку кивçен. Анчах Элĕк рййонĕнчи çак çынсем выльăх-чĕрлĕх валли вите-хуралтă çĕклемен, укçана хăйсене кирлĕ пек тăкакланă. Банк валли шăрçаланă хут çинче питĕ хитре юхтарнă пулин те суя кĕçех çиеле тухнă.
Патшалăх тÿлевне илнĕ чух улталанă виçĕ çын ĕçне нумаях пулмасть миравай судра пăхса тухнă. Виççĕшĕ те хăйсен айăпне йышăннă, чунтан куляннине палăртнă, патшалăха 72 пин тенкĕлĕх улталанине хăйсен кăмăлĕпех саплаштарнă. Суд хайхисене 5 пинтен пуçласа 7 пин тенкĕ таран штрафланипех çырлахнă.
Комментари хушас